16 марта 2011 г.
Сарăлма тата çын сывлăхне сиен кÿме пултаракан тĕрлĕрен чир-чĕр çинчен хаçат урлă халăха тăтăшах асăрхаттаратпăр. Анчах та кама та пулин уйрăммăн пырса тивиччен пĕри те çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрмасть. Вуласа тухать те манпа кун пек инкек сиксе тухма пултараяс çук тесе лăпланать. Çак айванлăх чылай чухне тÿрленми йăнăшсем патне те илсе çитерме пултарать. Калăпăр, сирĕн çывăх çыннăра урнă йытă е тилĕ çыртса илнĕ... Мĕн тумалла-ха чи малтанах, кама пĕлтермелле, айăпа кĕнĕ чĕрчуна вĕлерме юрать-и; Тÿрех миçе ыйту сиксе тухать. Çак чăнлăха шута илсе районти тĕп ветврача А.Степанова уртаракан чир çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр, специалист канашĕ усăллă пуласса шанатпăр.
– Уртаракан чире вирус пуçарса ярать. Вăл чирлĕ чĕрчун çыртсан сĕлекепе пĕрле амантнă суран урлă организма лекет. Çак вирус тĕп нерв системине хытă хавшатать, унтан сыватма çук. 18-мĕш ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕччен çынсем уртаракан чиртен шанчăклă "хÿтлĕх" шутласа тупайман. Урнă чĕрчун çыртнă кашни çынна вилĕм кĕтнĕ. Чирлĕ чĕрчуна сыватмалли меслете паянхи кун та шутласа тупайман-ха, çавăнпа та эпизооти лару-тăрăвне йĕркере тытса тăрас тĕллевпе иммунизацилесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕнчипе 7 миллиона яхăн çынна тата 10 миллион чĕрчуна уртаракан чиртен вакцинацилеççĕ пулин те çулсерен 60 пине яхăн çын тата килти чĕрчун вилет.
– Уртаракан чир вирусĕ çинчен кĕскен каласа хăвармăр-и;
– Çак вирус тĕп нерв системине хавшатнине çÿлерех асăнса хăвартăм ĕнтĕ. Вăл вĕри температурăна чăтаймасть, анчах та сивĕре хăйне питĕ лайăх "туять". Ультрафиолет тата хĕвел пайăркисем тÿрремĕн ÿкнине тата тĕрлĕрен дезинфекци хатĕрĕсене (2-3 проц. хлорамин, 1-2 проц. лизол, 2-3 проц. щелочсен тата формалин хутăшĕсем) "кăмăлламасть". Уртаракан чирпе ÿт-пÿре ăшă тытакан кашни чĕрчун чирлеме пултарать. Вăл пулăсене, шапасене, çĕленсене тата тимĕр шапасене çеç сиен кÿреймест.
– Çак чир епле пуçланса каять-ха;
– Уртаракан чир вирусĕ çут çанталăкра упранать. Ăна тилĕсем, кашкăрсем, пакшасем, чĕрĕпсем "çаклатма" пултараççĕ. Тĕнчен хăш-пĕр кĕтесĕнче çак чире çара çĕрçисем те сараççĕ. Килти чĕрчунсем тата çынсем чирлĕ чĕрчун çыртнă хыççăн аптăрама пултараççĕ. Вируса сарăлма чĕрчунăн сĕлеки пулăшать, вăл чир паллисем палăрма пуçличчен 10 кун маларах та унта пуçтарăнма пултарать. Урнă тилĕ е йытă туланă хыççăн чĕрчун чирлесси çыртнă тата ÿтне амантнă вырăнсенчен нумай килет. Çакăнтах инкек тÿснĕ чĕрчуна унччен маларах вакцинаци тунине те асăнса хăвармалла. Малтанлăха уртаракан чирĕн вирусĕ çыртнă суран тĕлĕнче тăрать, унтан çурăм тата пуç мими патне çитет. Каярах сĕлеке çулĕсемпе çăварăн лăймака сийне тухать.
– Чĕрчун чирленине ăçтан пĕлме пулать-ха;
– Вирус пĕтĕм организм тăрăх сарăлнă хыççăн кăна чир паллисем палăрма пуçлаççĕ. Инкубаци тапхăрĕ пынă вăхăтра чĕрчун сывă маррине тÿрех уйăрса илме май та çук. Çак тапхăр темиçе кунтан пуçласа çулталăкченех тăсăлма пултарать, вăтамран вара – 3-6 эрне. Инкубаци тапхăрĕнче те чĕрчунсем пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, ара, вĕсен сĕлеки чире малалла сарма тахçанах хатĕр ĕнтĕ. Çавăнпа енчен те сирĕн кушак е йытă киле çыртнă вырăнсемпе таврăнчĕ пулсан çийĕнчех ветеринарсем патне васкăр.
– Калăпăр чĕрчун хăйне иккĕленÿллĕ тытать...
– Выльăх тухтăрĕсем ăна пăхса тĕрĕсленĕ хыççăн сире ветстанцие кайса килме ыйтĕç. Унта сирĕн кушака е йытта 10 кунлăха карантина лартĕç, вакцинаци тăвĕç. Енчен те çак тапхăрта чĕрчун вилсе каймасан тата чир паллисене палăртмасан ăна карантинтан кăлараççĕ. Уртаракан чир ернĕ пулсан вăл вилет.
– Чир паллисем еплерех палăраççĕ-ха тата;
– Уртаракан чир ерсен ачаш чĕрчунсем усалланаççĕ, усаллисем – йăвашланаççĕ. Хăшĕсем çынсенчен тарса пытанма тăрăшаççĕ, теприсем ирĕккĕнех алла пыраççĕ. Çыртнă вырăна чĕрчун час-часах хыçать. Каярах чирлĕскер хăйне канлĕ тытма пăрахать, хăрăлти сасăпа вĕрет, кирлĕ кирлĕ мар япаласене çăта-çăта ярать, хуçине те тапăнма пултарать. Чĕрчун шыва çăтайми пулать. Кайран ăна шалкăм çапать те вăл выртса вилет.
– Калăпăр урамра утса пыракан çынна йытă çыртса илчĕ, чи малтанах мĕн тумалла-ха;
– Чи малтанах, паллах, выльăх тухтăрĕсене пĕлтермелле, унтан медицина учрежденине васкамалла. Унччен маларах сурана супăньпе 10 минут хушши çуса илни ытлашши пулмĕ. Тухтăр сире вакцинаци çырса парĕ, пĕтĕмпе – 6 инъекци. Прививка тунă вăхăтра хăвăр сывлăхăра тĕплĕн тĕрĕслесе тăрăр. Уртаракан чиртен сыхланас тесен килти чĕрчунсене те çулсеренех вакцинаци тутарма ан манăр. Çакна яланах асра тытăр, уртаракан чиртен сыватмалли меслет çук.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.