16 марта 2011 г.
Халăхшăн тÿлевсĕр ĕçлесе тăракан организацисен, тĕрлĕрен канашсен йышĕ пĕчĕкленсех пырать. Тĕрлĕ сийре укçа, мул вăйĕ, сумĕ ÿссе пынине туятпăр та, куратпăр та, тÿсетпĕр те. Çавах та районти ветерансен канашĕ хăйĕн ĕçне сÿнтерес мар тесе тăрăшать.
Çак кунсенче унăн черетлĕ пленумĕ пулса иртрĕ. Унта икĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. Пĕрремĕш ыйтăвĕпе районти ветерансен канашĕн ертÿçи М.Данилова доклад туса пачĕ. Мария Никитична тата республикăри ветерансен канашĕн ертÿçи А.Скворцов иртнĕ çулта раштавăн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ветерансен VI съездне хутшăннă. Ăна Мускавра ирттернĕ. Съезд ветерансен организацийĕсен хыçа юлнă 5 çулти ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăхри тĕллевсене палăртнă.
Съездра пирĕн республикăн ветерансен канашĕн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Сывлăха сыхлакан организацисемпе килĕштерсе ĕçленине уйрăмах ырланă. Ватă çынсене медицина ĕçченĕсем тимлĕ пăхнине, эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерсе тăнине палăртнă. Унта çавăн пекех халăха хумхантаракан чылай ыйтăва та хускатнă.
Съездра чылай делегат тухса калаçнă. Хăнасем Украинăран тата Белоруссирен те пулнă. Вĕсем пуçтарăннисене хăйсен вырăнти пурнăçĕпе паллаштарнă.
Ветерансен съездне правительство председателĕ В.Путин хутшăннă. Вăл правительствăра ветерансен ĕçне йĕркелесе пыма канаш тума кирлине каланă. Патшалăх енчен укçа-тенкĕпе пулăшма шантарнă.
Вăй хумасăр, тăрăшмасăр укçа-тенкĕ хăй тĕллĕн пулмасть. Промышленность производствине, ял хуçалăхне, строительство индустрине, йăла пулăшăвĕ парассине тĕп вырăна хумалла, çине тăрса аталантармалла.
Ватă çынсен те хастартарах пулмалла. Вырăнти влаçсем ирттерекен мероприятисене тăтăшах хутшăнмалла, пĕрле канашламалла. Республикăри ветерансен канашĕ, акă, Чăваш Республикин прокуратурипе пĕрле ĕçлесе пыма килĕшÿ тунă. Çакă ватăсене хÿтĕлеме май парĕ.
Пĕтĕм Раççейри ветерансен канашĕн VI съезчĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вырăнти ветерансен канашĕсен плансемпе программăсем палăртмалла. "Кил-карти", "Хÿтлĕх", "Тимлĕх" программăсем вара уйрăмах тĕпре пулмалла.
Пленумра район администрацийĕн ертÿçи В.Софронов та сăмах илчĕ. Вăл пуçтарăннисене администраци туса пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Унтан çĕр улми тата сĕт ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çак ыйтусемпе Чăваш Республикин правительстви те ĕçлет, лайăх пахалăхлă вăрлăх ытларах пултăр, сĕт хакĕ халăха тивĕçтертĕр тесе тăрăшать.
Унтан ветерансен канашĕн ертÿçисем хăйсен ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Вăрăмпуçĕнчи ватăсен канашĕн ертÿçи Н.Осипова вырăнти администраципе килĕштерсе ĕçленине пĕлтерчĕ. Мероприятисене ваттисен кăмăлне кайтăр, чылайччен асра юлтăр тесе ирттереççĕ. Ватăсем компьютерпа кăсăкланма кăмăллаççĕ, çĕнĕлĕхпе вĕсене вĕрентекенсем тата вĕренекенсем паллаштараççĕ.
Пленум питĕ активлă иртрĕ, тухса калаçакансем те, ыйту паракансем те йышлăн пулчĕç. Пенси фончĕн хулапа районти представителĕ С.Барамышникова пенсионерсене пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕ. Унта ĕçлекенсем ятарлă график тăрăх ялсене тăтăшах тухса çÿреççĕ, ватă çынсен пурнăçĕпе паллашаççĕ, патшалăхăн социаллă политикине ăнлантарса параççĕ.
Районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай ертÿçи В.Михайлова та сăмах илчĕ. Асăннă пай ĕçченĕсем пĕччен пурăнакан ватăсене, çарта тăракансен арăмĕсене пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Ватă çынсене санаторие канма ярас ыйтăва татса параççĕ.
Хулапа районăн прокурорĕ Я.Сергеев вăрçăпа ĕç ветеранĕсене хÿтлĕх парассишĕн тăрăшнине пĕлтерчĕ. Тĕрлĕ ыйтупа прокуратурăна час-часах пыраççĕ вĕсем, кашнин ыйтăвне тĕплĕн тĕпчесе тивĕçлĕ хурав параççĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа та М.Данилова сăмах илчĕ. Ветерансен районти канашĕнчи социаллă ыйтусене татса паракан тата культурăпа массăллă ĕçсене тăвакан яланхи комиссине çирĕплетесси çинчен каларĕ.
Ветерансен районти канашĕ докладра каланисем тата тухса калаçнисем тăрăх йышăну кăларчĕ.
А.ЗАЙЦЕВ.