16 марта 2011 г.
Мартăн 6-мĕшĕ – аслă Çăварни – хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илмелли кун пулчĕ. Çак кун Ачча салинче клуб умĕнчи лапама ирех тĕрлĕ тĕслĕ лентăсемпе, шарсемпе капăрлатрĕç. Хаваслă кĕвĕ ял çыннисене уява йыхравларĕ. Вĕсене валли пĕчĕк кухня йĕркелерĕмĕр. Кăмăл тăвакансем вĕри икерчĕпе, чейпе сăйланчĕç. Сцена варрине Çăварни катемпине вырнаçтартăмăр. Культура ĕçченĕсем интереслĕ, хаваслă вăйăсем ирттерчĕç. Хастаррисене асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç. Çынсем капăрлатнă лашасемпе катаччи чупса савăнчĕç. Пирĕн ялта Çăварни, Хĕл Мучи, Юр пике катемпийĕсемпе ял йĕри-тавра катаччи чупса çаврăнасси йăлана кĕнĕ. Уяв вĕçĕнче кивĕ, чирлĕ тĕнчене тĕп туса çĕнни, çамрăкки, лайăххи валли вырăн хатĕрленине палăртса Çăварни катемпине çунтарса ятăмăр.
Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА, Ачча библиотекин заведующийĕ.