16 марта 2011 г.
Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн потребительсен карçинккине кашни пилĕк çулта пĕрре пăхса тухаççĕ.
Çĕршыв экономика кризисне кĕрсе ÿкнĕренпех потребительсен карçинкки улшăнман. Карçинкка йывăрăшĕнчен вара пурăнмалли чи пĕчĕк виçене палăртасси, федераци бюджетĕнчи шутлав килет. Ăна тĕрĕс мар хакласан бюджет шутлавĕ те тĕрĕс мар каять.
2008 çулта потребительсен карçинккинчен апат-çимĕç валли 44,8 процент кайнă тесе палăртаççĕ. Тĕрĕссипе вара 49,9 процент тăкакланă. Апат-çимĕçпе çыхăнман таварсен процентне те пĕчĕк кăтартнă – 16,9, чăннипе – 24,8 процент. Коммуналлă тăкаксем питĕ хăвăрт ÿснипе хаксен танмарлăхĕ тăтăшах пысăкланать.
Ĕçлекен çынна 9 килограммран кая мар çĕр улми, 2 кг улма-çырла, 3 кг аш-какай, 1 кг пулă кирлĕ. Е кунне 33 г пулă, 66 г улма-çырла, 100 г аш, 300 г çĕр улми.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн нормативĕпе килĕ-шÿллĕн çыннăн çулталăкне 959,7 кг апат-çимĕç çимелле. Америкăн Пĕрле-шÿллĕ Штачĕсенче тата Анăçри Европа çĕршывĕсенче çулталăкне 788 кг (çăкăрпа çĕр улмине шута илмесĕр) апат çиеççĕ пулсан, Раççейре – 468 кг кăна. Шутламалăх пур.
Потребительсен карçинккине 83 таварпа тĕрлĕ пулăшу кĕрет. Çăкăрпа булка изделийĕсем, кĕрпесем, аш-какай, сĕт, çăмарта, пулă, улма-çырла, пахча çимĕç, эрех-сăра, табак изделийĕсем. Унсăр пуçне эмел, тумтир, атă-пушмак, йăла техники, шыв, электроэнергипе транспорт хакĕ тата ытти те.
Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене потребительсен карçинккине шута илсе палăртаççĕ. Пособисемпе субсидисене ун виçине кура параççĕ. Çемье тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен те иртмесен, сахал тупăшлисен йышне кĕрет, çавна май социаллă пулăшу илме пултарать.
Е.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.