АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çавра сĕтел" хушшине пуçтарăнчĕç

16 марта 2011 г.

Мартăн 10-мĕшĕнче Архив ĕçченĕсен уявĕ пулчĕ. Çак кун хăйĕн пуçламăшне 1720 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнчен илет, çĕнĕ календарьпе – мартăн 10-мĕшĕнчен. 1720 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша Раççейре пĕрремĕш хут "Генеральнăй регламент е Устав" текен патшалăх акчĕ çине алă пуснă.

Пĕрремĕш Петĕрĕн реформисем Раççей патшалăхĕн архив службине йĕркелесе яма пулăшнă. Архив служби çĕршыври халăхсен историпе культура, документлă еткерлĕхне сĕм авалтан пуçласа паян кунччен упраса çитернĕ. Архивсем тата архив докуменчĕсем пĕр вĕçĕм пуянланса пыраççĕ. Вĕсем обществăн пурнăçне яр уççăн çутатса параççĕ, истори, наука, политика, экономикăпа культура, социаллă пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

Архив ĕçченĕсен кунĕнче район администрацийĕнче республикăн кăнтăр районĕсен архивĕсен ĕçченĕсен хушшинче "Пĕр-пĕрин опычĕпе тата ведомствăра тăракан архивсен ĕçĕпе паллашасси" темăпа "çавра сĕтел" иртрĕ. Архивариуссем районăн, Уçырма ял тăрăхĕн, Канашри финанспа экономика колледжĕн архивĕсенче пулса курчĕç. Кунта документсемпе ĕçлессине, вĕсене управа хурассине çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Районпа хула администрацийĕсем вырăнти архивсене кашни çулах витĕмлĕ пулăшу кÿреççĕ.

Çакна палăртас килет, хальхи вăхăтра архивсем пирĕн патшалăх, республика мĕнле вăй илсе аталанса пынине уçăмлăн кăтартса паракан çăл куçсем пулса тăраççĕ. Архивистсем куçа курăнман, анчах пĕлтерĕшĕпе калама çук пысăк ĕç тăваççĕ. Çавăнпа та çулталăкри пĕр куна интереслĕ те чаплă профессиллĕ çынсене халаллани шутсăр вырăнлă.

Л.КИРИЛЛОВА, район архивĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика