16 марта 2011 г.
Районти ял тăрăхĕсенче халăх пухăвĕсем вĕçленчĕç. Çулталăк пĕтсен, çĕнĕ çул пуçламăшĕнче пĕлтĕр мĕн ĕç тунине пĕтĕмлетсе халăх умĕнче отчет тăвасси ĕлĕкренех пырать. Вырăнти тата районти пуçлăхсемпе куçа-куçăн тĕл пулсан ял çынни хăйне канăç паман ыйтусене хускатать. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕсем Э.Александровпа К.Никоноров, администраци ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров ертсе пыракан информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене тухса халăхăн нуши-терчĕпе паллашрĕç. Вĕсем вара яланах темĕн чухлех. Кăçал пухусене малтанхи пек кашни ялтах мар, ял тăрăхĕсен центрĕсенче ирттерчĕç.
Куçа курăнаканни тата тарăхтараканни чи малтан, паллах, урамсене юртан тасатманни. Иккĕмĕшĕнчен, кăçал çу каçипе пурнăçламалли ĕçсем. Пĕлтĕр шыв ыйтăвĕ çивĕч пулнăран, çăлсене, кÿлĕ-пĕвене юшкăнран тасатасси çинчен хĕрÿ калаçусем пулчĕç. Чылай çĕрте пĕлтĕр ял çыннисем хăйсем çине тăнипе, ял шăпишĕн пăшăрханакан пуян ентешсем тăрăшнипе шывсăр юлнă пĕвесене тасаттарчĕç. Ку енĕпе Çеçпĕл, Уçырма, Хучел, Асхва ял тăрăхĕсенче нумай ĕç турĕç. Кăçал çав вырăнсем çурхи шывпа тулас шанчăк пысăк-ха та. Ял-ялĕпе урамсенчи обществăлла тарасасем типнипе те халăх пысăк йывăрлăх тÿсрĕ. Çăл куçран флягăсемпе е пичкесемпе шыв турттарнисене çынсем манайман пуль-ха.
Çавăнпа та ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçне хак панипе пĕрлех халăх вырăнти пуçлăхсене кăçал пурнăçламалли ĕçсене сĕнчĕ. Пур ял тăрăхĕнче те чи малтан татса памалли ыйтусем çаксем: урамсен хушшине юртан тасатмалла, халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтермелле.
Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕ. Ял халăхне шывпа тивĕçтерме урамсенче çăлсем чавтармалла. Шыв башнине ЭЛПРИ шкафĕпе ылмаштармалла. Малти Ăнтавăшра та шыв башни чалăшса кайнă. Инкек-мĕн сиксе тухасран мерăсем йышăнмалла. Ямаш, Кăшнаруй, Шелттем ял тăрăхĕсем. Кунта пурнăçламалли ĕçсем пĕр евĕрлĕрех: пĕвесене, обществăлла тарасасене тасатмалла. Ямашри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Анат Сурăмри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн, Çĕнĕ Шелттемри спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕнче çитменлĕхсем пур. Шуркасси вăтам шкулĕнчи спорт залне туса пĕтермелле.
Хучел ял тăрăхĕ. Шкулта КЧМ газ котелĕсем час-час пăсăлаççĕ, саппас пайсем çук, вĕсене çĕннисемпе улăштарма вăхăт.
Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕ. Ялти шкулта газ котелĕсем кивелсе çитнĕ, час-час пăсăлаççĕ, котельнăйри насуссем паянхи нормăсене тивĕçтермеççĕ, электроэнергие нумай тăкаклаççĕ. Компьютерсем те кивелсе çитнĕ, çĕннисем кирлĕ. Чÿрече хашакĕсем çĕрĕшнĕ, вĕсене ылмаштармалла.
Энтрияль ял тăрăхĕ. Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтересси. Энтриялĕпе Çĕнĕ Пинер ялĕсем хушшинчи автоçула юсамалла.
Атнаш ял тăрăхĕ. Ватă çынсене коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме пулăшассине йĕркелемелле. "Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕнче пенси валли пуçтармалли документсен списокне мĕншĕн çырса çакмаççĕ;" – теççĕ ял çыннисем.
Пайкилт ял тăрăхĕ. Пайкилт ялĕ çывăхĕнчи автобус чарăнăвĕ вырăнĕнче павильон вырнаçтармалла. Ялти вĕренÿ учрежденине шкул автобусĕ кирлĕ. Кĕçĕн Çавал юхан шывĕн Çĕнĕ Мами ялĕ çывăхĕнчи плотинине юсамалла.
Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕ. Çĕнĕ Чалкасси шкулĕн балансĕ çинче шутланакан артскважинăна ял тăрăхĕн балансĕ çине куçармалла, мĕншĕн тесен унпа ялти мĕнпур халăх усă курать.
Шăхасан ял тăрăхĕ. Сител ялĕнче урамсене çĕрлехи вăхăтра çутăпа тивĕçтерес ĕçе лайăхлатмалла. Икĕ вырăнта çÿп-çап пуçтармалли контейнерсем вырнаçтармалла. Ял масарĕн территорине пысăклатмалла. Шăхасанпа Сител ялĕсенчи халăха çĕр улми вăрлăхĕпе, выльăх апачĕпе тивĕçтермелле.
Асхва ял тăрăхĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăхăн выльăх кĕтĕвне Асхва ял тăрăхĕн Çавал хĕрринчи çĕрĕсем çине кĕртме чармалла. Вырăскас Пикшихри ача садĕнче пĕчĕккисем валли тепĕр ушкăн уçмалла. Çÿп-çапа турттарса тухас ĕç йĕркеллех пымасть.
Вăтапуç ял тăрăхĕ. Çатăркаçырминчи К.Маркс урамне çутăпа тивĕçтерессине вĕçлемелле, обществăллă çăлсем чавмалла, Вăтапуçĕнче водопровод тăвас ĕçе малалла тăсмалла.
Янкăлч ял тăрăхĕ. Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче тĕплĕ юсав ирттермелле.
Чакаç ял тăрăхĕ. Тури Юнтапари пуçламăш шкул-ача садĕнче водопровод тумалла.
Уçырма ял тăрăхĕ. Ялта тепĕр медпункт е пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçмалла.
Сиккасси ял тăрăхĕ. Ялти участок больницинчи "васкавлă пулăшу" ĕçне лайăхлатмалла.
Карăклă ял тăрăхĕ. Ялсенчи çулсене юсамалла. Юмансарти масара сеткăпа карта тытса çавăрмалла.
Шаккăл ял тăрăхĕ. Пушар хуралĕн депоне тумалла.
Пухусен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.