16 марта 2011 г.
Иртнĕ кĕçнерни кун Раççейре "Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер" акци старта тухнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – наркотикăн саккунлă мар çаврăнăшĕ тата унпа саккуна пăсса усă курни çинчен тĕрĕс те витĕмлĕ фактсем тупасси. Пĕрлехи вăйпа çеç наркотиксем саракан çулсене пÿлсе лартма, ачасене, çывăх çынсене наркотика пăхăнса тăрассинчен, вăхăтсăр вилессинчен хÿтĕлеме пулать.
Çак акципе килĕ-шÿллĕн Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче наркотик серепине лекессинчен асăрханас енĕпе калаçу ирттернĕ. Аслă классенче вĕренекенсем умĕнче районти вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ А.Павлова, район больницин наркологĕ Е. Поторская, шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ Н.Григорьева калаçнă. Районти библиотекăсенче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан кĕнекесемпе брошюрăсен куравне йĕркеленĕ, çак темăпа тăтăшах лекци вулаççĕ.
Енчен те эсир наркотиксем сутакан вырăнсене, çак путсĕр ĕçе хутшăнакан çынсене пĕлетĕр пулсан çакăн çинчен 8(83533) 2-25-45 номерлĕ телефонпа кирек хăш вăхăтра та шăнкăравлама пултаратăр.
В.СНЕЖКОВ.