16 марта 2011 г.
Юлашки вăхăтра районта хăйсен пепкисене Даниил, Максим, Святослав, Артем, Анастасия, Софья, Дарья, Виктория, Полина тесе ят парасси модăна кĕчĕ пулас. Пурте вĕсем йăлана кĕнĕ ятсем. Мускавра вара Север, Каспер, Ненаглядный, Ветер, Дельфин тесе чĕнекен арçын ачасем курăнма тытăннă. Воля, Луна, Принцесса Анжелина, Ангел Мария ятлă хĕр пĕрчисем те пур.
Иртнĕ уйăхра районта 15 хĕрачапа 20 арçын ача çуралнă. Пĕлтĕр те нарăс уйăхĕнче çавăн чухлех пулнăччĕ. Çут тĕнчерен уйрăлнисен хисепĕ те иртнĕ çулхи çав уйăхри евĕрех: 33 арçынпа 22 хĕрарăм. Пĕлтĕрхи нарăс уйăхринчен кăçал виçĕ çемье ытларах чăмăртаннă. Çичĕ мăшăр пурнăçне йĕркелесе ярайман – уйрăлнă вĕсем.
Лауреатсен тĕл пулăвне хутшăннă
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн актовăй залĕнче Чăваш Республикин Çеçпĕл Мишшин обществăлла ыр кăмăллăх фондне туса хунăранпа тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсем çинчен çырнă кĕнеке тухнăранпа 15 çул çитнĕ ятпа пултарулăх каçĕ ирттернĕ. Ăна йĕркелекенĕ – Фонд директорĕ, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, мероприятие вăлах ертсе пынă.
Тĕл пулура çак пысăк премие тивĕç пулнă культура, искусство, литература деятелĕсем, пултарулăх коллективĕсен ертÿçисем тухса калаçнă. Пултарулăх каçне Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова, музей тата библиотека заведующийĕсем И.Егоровăпа Г.Шадрова хутшăннă, сăмах каланă.
Пултарулăх каçне хутшăнакансене Культура министерствин пай пуçлăхĕ М.Краснов саламланă.
А.ВИТАЛЬЕВ.