16 марта 2011 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 66 çул çывхарса пырать. Ăна чыслăн кĕтсе илес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри – "Обелиск" ирĕклĕх акцийĕ. Вăл пирĕн районта старта тухнă та ĕнтĕ. Акци вăхăтĕнче аслă классенче вĕренекенсем пуçĕсене хунă ентешĕсене асăнса лартнă палăксене, монументсене тирпей-илеме кĕртĕç, вĕсен таврашне тасатĕç. Çак ырă ĕçе пуçăнса Çĕнĕ Шелттемре, Кивĕ Шелттемре, Чакаçра, Сухайкассинче иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен таврăнайманнисене асăнса лартнă палăксене, вĕсем патне пыракан сукмаксене юртан тасатнă.
Хăй ирĕкĕпе ырă ĕç тăвакансем çавăн пекех вăрçă ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене, пĕччен ватăсене килти хуçалăхри ĕçсене тума пулăшаççĕ, вĕсем валли апат-çимĕç продукчĕсем туянма лавккана, эмел илме аптекăна е медпункта кайса килеççĕ.