АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрĕ чăн та вăрăм

16 марта 2011 г.

Тÿперен лĕпĕш евĕр вĕлтĕртетсе юр пĕрчисем анаççĕ. Хĕллехи çак илемлĕ кун Янкăлчра пурăнакан К.Николаева, пĕлетĕр-и, 100 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна чи малтан чи çывăх тăванĕсемпе çыннисем саламларĕç. Вĕсем ăна анне, асанне, кукамай, мăн асанне, мăн кукамай тесе чĕнеççĕ. Кира Николаевна мăшăрĕпе 3 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтернĕ. Халĕ унăн 14 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем 20-ĕн, кĕçĕн мăнукĕсен ачисем 8-ăн. Колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Кира Николаевна кĕçĕн хĕрĕпе, Людмилăпа, тата кĕрÿшĕпе пурăнать.

Юбилей ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кротов килчĕç. Вĕсем Кира Николаевнăна çирĕп сывлăх сунса чечек çыххи тата парне пачĕç. Ялти вăтам шкулăн юрă ăстисем илемлĕ чăваш юррисем шăрантарчĕç. Кÿршĕре пурăнакансем те К.Николаева пирки нумай ăшă сăмах каларĕç, çĕр çинчи чи çепĕç сăмахсемпе саламларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика