АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăна пĕлменскер

16 марта 2011 г.

Ывăна пĕлменскер

К.Максимова пĕчĕкренпех спортпа туслă. Уйрăмах вăл çăмăл атлетикăна килĕштернĕ. Шуркасси вăтам шкулĕнче, районта ирттернĕ ăмăртусенче, çарпа спорт вăййисенче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Малти вырăнсене çĕнсе илнишĕн панă дипломсемпе хисеп хучĕсем Кристинăн тем чухлех.

Спорта юратни ăна Канашри педагогика колледжĕн физкультура уйрăмне илсе çитернĕ. Пуçаруллăскерне, тăрăшуллăскерне вĕренÿ группин хăй тытăмлăх канашĕн председательне суйланă. Хастарскер дисциплинăна çирĕплетес, пулас профессине юратма вĕрентес енĕпе нумай ĕç тăвать. Общежитинчи студентсен канашĕн членĕ, илемлĕх пултарулăхĕн мероприятийĕсене ертсе пырать.

Кристина хула, колледж чысне республикăра иртекен тĕрлĕ ăмăртура хÿтĕлет, вăл – вĕренÿ заведенийĕн пĕрлештернĕ командин членĕ. Хула администрацийĕ ăна пĕрре мар хавхалантарнă. Шывра ишессипе те интересленет Кристина. Ку енĕпе хулара ирттерекен ăмăртусене хутшăнать.

Ывăна пĕлменнишĕн, çирĕп тĕллевлĕ пулнишĕн, спорта юратнишĕн хисеплеççĕ ăна пĕр курсра вĕренекенĕсем, преподавательсем.

В.АЧЧА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика