16 марта 2011 г.
Çĕнĕ Шелттемри библиотекăра "Ырлăх тĕнчине çула тухатпăр" ятпа ырă кăмăл урокне ирттернĕ. Унта аслă классенче вĕренекенсемпе ялти çамрăксем хутшăннă. Библиотекăра ĕçлекенсем яшсемпе хĕрсене туслăха мĕнле упрамалли çинчен пурнăçран илнĕ тĕслĕхсемпе усă курса каласа панă.
"Туслă пурăнма пĕлет-пĕр-и-ха эпир;" диспут шавлă иртнĕ. Тавлашура литература произведенийĕсенчи сăнарсене тата вĕсен ырă ĕçĕсене илсе кăтарнă. Людмила Сачкован "Чĕкеçĕм, чĕкеç", Юлия Силэмăн "Иккĕн" тата Нелли Петровскаян "Çил-тăманлă каç" хайлавĕсене тĕплĕн вулани куç кĕрет. Туслăх çинчен каларăшсем те нумай пулнă.
Ырă кăмăл урокĕ кĕнекесен "Туслăх – ĕмĕрлĕх" куравĕпе вĕçленнĕ.
В. АЛЕКСЕЕВ.