АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хусантан - çĕнтерÿпе

04 марта 2011 г.

Хусантан - çĕнтерÿпе

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Хусанта шкул ачисен Атăлçи тăрăхĕнчи ХVII наукăпа экологи конференцийĕ иртнĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă унта. Виççĕшĕ пирĕн районти Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнчен. Вĕсем – 10-мĕш класра вĕренекен Ксения Ефимовăпа Саша Голина тата кăçал тăван шкулпа сыв пуллашакан Вася Данилов. Вĕсем экологи темипе çырнă ĕçĕсене хÿтĕленĕ.

Комисси Ксенийăн ĕçне чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Ăна Тутарстан Республикин Вĕренÿ тата наука министерствин дипломĕпе наградăланă, парне парса чыс тунă. Васьăн ĕçне те пысăк хак панă. Вăл экологин тата çĕр пуянлăхĕпе усă курассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен наука академийĕн грамотине тивĕç пулнă. Саша та тăван ене парнесĕр таврăнман.

Конференцине пынисене Хусан хулин историллĕ тата паллă вырăнĕсемпе паллаштарнă. Çул çÿрев çинчен вĕсем юлташĕсемпе пĕрле вĕренекенĕсене, ашшĕ-амăшне çĕкленÿллĕ кăмăлпа каласа панă. Паллах, районти вĕрентÿ управленийĕнче ĕçлекенсене конференцине кайма укçа-тенкĕ енчен пулăшнăшăн тав тунă.

В.ТИМОФЕЕВ, шкул директорĕн çумĕ.

ŸКЕРЧĔКРЕ: (сулахайран сылтăмалла) В.Данилов, А.Голина тата К.Ефимова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика