04 марта 2011 г.
Ыран Пукăртан ялĕнче çуралса ÿснĕ, Янкăлч вăтам шкулĕнче çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре 42 çул тăрăшнă, Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, "Канаш ен" хаçата 45 çул илсе тăракан В.Алексеев 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Эрне пуçламăшĕнче вăл пирĕн редакцие кĕрсе тухрĕ. Пушă алăпа килмен Владимир Алексеевич, сăвăсем парса хăварчĕ. Пире кăмăла кайрĕç вĕсем, çавăнпа та пичетлес терĕмĕр. Хаклă вулаканăмăрсем, педагогика ветеранĕн хайлавĕсем сире те килĕшеççех пуль тетпĕр. Вуласа тухăр, ÿкĕнмĕр.
Çуралнă кун ячĕпе Владимир Алексеевича эпир те саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Чăнлăха эрехре шыраса кашни кун,
Ĕçрĕм эп ир-ирех стаканпа сăмакун.
Пулмарĕ манран тупасси чăнлăха,
Тухса каяттăм чутах ухмаха.
х х х
Ватăсен сăмахĕ нихăçан суя мар,
Çÿреççĕ ĕçкĕпе ясар юнашар.
Ĕçет пулсан, тусăм, хĕрÿ çамрăклах,
Хăвала эс ăна çумăнтан хăвăртрах.
х х х
Пĕр поэт мухтанать хăйĕн сăввинче,
Мунча та лартман-мĕн сыхласа
сывлăхне.
Сывлăх пĕтмест тăрăшнишĕн ĕçре,
Сывлăх пĕтет ытларах ĕçсе.
х х х
Тăрна карти иртрĕ вĕçсе кăнтăра,
Тăкса хăварчĕ хыççăн хура тунсăха.
Мĕн пусăнтарĕ ăна чунăмра;
Тăрна картиллĕ çурхи кун кăна.
х х х
Шурă хурăн çакрĕ ылтăн шÿлкеме,
Пĕчĕккĕн тăкать вăл хăйĕн ылтăнне.
Шухă çил ачи ăна çиллентерсе,
Сапать ылтăнне ывăçпа çĕр çине.
х х х
Кăвайт тум тăхăннă ватă хурама,
Кайма хатĕр тейĕн пĕр-пĕр уява.
Тен, каясшăн вăл кĕрхи ташă каçне,
Ташă ташлама иртнине асилсе.
х х х
Хĕрхенмерĕ кĕркунне хăйĕн писевне,
Эрешлерĕ вăрмана тĕрлĕрен тĕспе.
Мана та вăл пачĕ хăйне май парне,
Пĕрремĕш юр сапрĕ тăнлавсем çине.
х х х
Мăшăр кăвак куç – ик кăвак çĕмрен
Пĕрре пăхсах амантрĕç чĕререн.
Сана курсан калт-калт тапать чĕре,
Мана савманшăн йĕрет вăл куççульпе.
х х х
Йăл кулатчĕ тута сана курсан,
Чĕре йĕретчĕ пĕр вăхăт курмасан.
Юратнă пулин те эпир пĕрне пĕри,
Çырман пулĕ пире пĕрле пулма Турри.
х х х
Сана эп кăкăрунтан чуп турăм,
Ачашшăн шурĕç çÿç тăрăх аллусем.
Çак саманта эп нихăçан манаймăп,
Ĕненсем, савниçĕм, эс те асилсем.
х х х
Кам пултăн эсĕ, пирĕшти е вутăш;
Ишсе тухрăн тĕтре ăшĕнчен.
Мана çак таранччен канăç памасть пĕр шухăш,
Мĕн-ма уçса памарăм хамăн чĕрене.