04 марта 2011 г.
Энтриялĕн çыннисем Викентий Михайловичпа Клара Аркадьевна Волковсем çур ĕмĕр алла-аллăн тытăнса пĕр çулпа утаççĕ. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнаççĕ вĕсем.
Викентий Михайлович И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Шкулта ачасене истори тата обществоведени вĕрентнĕ. Шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса, директорта ĕçленĕ. Унăн ĕçне КПСС Чăваш обкомĕн тата Чăваш АССР Министрсен Совечĕн, СССР Статистика комитечĕн, Чăваш Республикин Тавралăха сыхлас ĕç министерствин, Вăрман хуçалăхĕн комитечĕн, районти вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе хакланă. 1970 çулта "Ĕçри хастарлăхшăн", 1984 çулта "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе наградăланă. Халĕ тивĕçлĕ канура, хăйне валли йăпатмăш ĕç тупнă. Викентий Михайлович Энтрияль тăрăхĕн территорине кĕрекен ялсен, вырăнти вăтам шкулăн, колхозпа кооперативăн историне тĕпчет. Вăл – "Подвиг шибылгинцев бессмертен", "История Шибылгинской средней школы", "Очерки истории села Шибылги", "Мать-кормилица – земля" кĕнекесен авторĕ.
Клара Аркадьевна педагогика институтĕнче физика учительне вĕренсе тухнă. Энтрияль шкулĕнче 1959 çулта ĕçлеме пуçланă. Сакăр çула яхăн директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Воспитанникĕсем ăна предмета лайăх пĕлнипе савăнтарнă. Паллах, кунта Клара Аркадьевнăн тÿпи питĕ пысăк. Çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна Чăваш АССР Çут ĕç министерствин тата профсоюзсен облаçри комитечĕн Хисеп грамотипе, "Ĕç ветеранĕ" медальпе чысланă. 1982 çулта "Аслă учитель" ят панă.
Волковсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Ирина Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ, Шупашкар, Тамбов, Домна, Ареда хулисенчи ача сачĕсенче воспитательте ĕçленĕ. Елена И. Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче врача вĕренсе тухнă, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствинче тимлет. Кукаçипе кукамайăн тăватă мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук.
Викентий Михайловичпа Клара Аркадьевнăна Волковсене ылтăн туй ячĕпе саламласа нумай ăшă сăмах, илемлĕ юрă янăранă.
В.АЧЧА.