АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе ырă ят илнĕ

04 марта 2011 г.

Ĕçпе ырă ят илнĕ

Зоя Андреевна Васильева... Çак ята Янкăлч тăрăхĕнче кам кăна пĕлмест-ши; Питĕ ĕçчен те пултаруллă хĕрарăм. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, Янкăлчра пурăнать.

Зоя Андреевна 40 çул ытла Янкăлчри магазинта заведующи пулса ĕçленĕ. Тĕрлĕ çынпа калаçма тивнĕ унăн: тавар туянма ĕçрен ыйтса чупса килекенпе те, ĕç хыççăн кĕрекенпе те, ÿсĕр çынпа та, "кивçен парса яр-ха" текенпе те. Никама та кÿренмелли сăмах каласа курман, хăйĕн ĕçĕнче çынпа яланах вашават пулнă, тавар сĕнме пĕлнĕ, кама мĕн кирлине куçран пăхсах чухланă, магазинтан никама та пушă алăпа кăларса яман.

Ĕç вырăнĕнче кунĕ-кунĕпе ура çинче ирттернĕ, магазин нихăçан та çынсăр тăман, тавар нумай пулнă. Çăкăр кăна мĕн чухлĕ сутнă! Ун чухне лавккасем хальхи пек ăшă пулман, хăть мĕн чухлĕ çунтарсан та ăшши тухса тарсах пынă. Çамрăк чухне шăннисем кайран хĕрарăмăн сывлăхне хавшатаççĕ те, чире яраççĕ. Совет саманинче сутăçсем тавар патне те хăйсемех кайнă, тиесе килсен пушатнă. Тавар илсе килнĕ чухне машинăсем пылчăк е кĕрт ăшне пута-пута ларнă. Вĕсене сĕтĕрсе кăларма уй тăрăх яла трактор шырама каймалла пулнă. Мĕн каласси, терт-асапне нумай курнă Зоя Андреевна.

Ĕçчен çын нимĕнле йывăрлăхра та пуç усман, халăхшăн тăрăшса вăй хунă. Унăн пархатарлă ĕçне çĕршыв манман. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн З.Васильева Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ, ытти нумай сумлă ята тивĕçнĕ. Ăна "Отличник советской потребкооперации" паллăпа чысланă. Зоя Андреевна – ĕç ветеранĕ, РСФСР суту илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

З.Васильева мăшăрĕпе виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсен ачисем те, мăнукĕсем те аслисене кура ĕçре маттур, çын çинче хисеплĕ. Аслă ывăлĕ Вячеслав Канашри автоагрегат заводĕнче 20 çул ытла вăй хурать. Хĕрĕ Люда Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар шкулĕнче чылай çул директор çумĕ пулса ĕçлет. Алина амăшĕн профессине суйласа илнĕ, вăл – сутăçă. Ирина ятлă хĕрĕ ача садĕнче воспитателте ĕçлет.

Зоя Андреевна ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ку туслă çемьере пĕр-пĕрне сума сума пĕлеççĕ. З.Васильеван кинĕ Светлана Станиславовна Янкăлч шкулĕнче директор пулса ĕçлет. Вĕсен, Вячеславпа иккĕ-шĕн, тăватă ача. Людмила Чăваш патшалăх университетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ, халĕ Пермьри фармакадемире вĕренет, Андрей Санкт-Петербургри çарпа медицина академийĕнче 4 курс студенчĕ, тепĕр икĕ ывăлĕ шкулта пур предметпа та аван паллăсемпе вĕренеççĕ.

Ял çыннисем Зоя Андреевнăна çуралнă кун ячĕпе саламлаççĕ, чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, телейлĕ кун-çул сунаççĕ.

Халăхшăн ĕçленĕ

çулсем

Халăхра нихăçан

çухалмаççĕ.

Ĕçпеле ырă ят илнисем

Мăнуксен асĕнче

упранаççĕ.

М.ПЕТРОВА, Янкăлч шкулĕн вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика