АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тава тивĕçлĕ

04 марта 2011 г.

Зинаида Степановна Христофорова пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕнче хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Вăл 55 çул каялла Вăтапуç тăрăхĕнчи Çатăркаçырми ялĕнче кун çути курнă.

Ашшĕ, Степан Николаевич Николаев (1921 - 1994), вăрçăпа ĕç ветеранĕ, вăл ĕмĕр тăршшĕпех "Гвардеец" колхозра аслă бухгалтер пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршыв çине ирсĕр тăшман тапăнса килнĕ çулах ăна алла автомат тыттарнă. Вăл офицерсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, чылай хаяр çапăçăва хутшăннă. Каялла, тăван килне, 1947 çулта тин çаврăнса çитнĕ. Тĕрлемесре бухгалтерсене хатĕрлекен ятарлă курссенчен вĕренсе тухсассăнах ăна тăван хуçалăхра бухгалтер ĕçĕсене шанса панă.

Амăшĕ, Пелагея Антоновна (1922 - 1992), Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăл чукун çул çинче тăрăшнă, тепловоз кочегарĕ пулнă. 1948 çулта Çатăркаçырми каччипе çемье çавăрнă, çав тапхăртан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра уй-хир бригадинче тăрăшнă.

Николаевсен çемйинче ултă ача: виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕннĕ. Зина хĕрсенчен чи асли пулнă.

– Манран асли Лида пулнă, анчах та вăл виçĕ çултах çĕре кĕнĕ. Аслă пичче кăçал кăрлач уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва тухрĕ, вăл Канашри агрегат заводĕнче шоферта ĕçленĕ. Володя пичче те çавăнтах наладчик пулса тăрăшнă, шел, вăл пирĕнтен питĕ çамрăкла уйрăлса кайрĕ (43 çулта), - каласа парать Зинаида Степановна. - Надя йăмăкăм Канаш хулинчи "Рассвет" çĕвĕ фабрикинче тимленĕ, халĕ биржăра тăрать. Чи кĕçĕнни, Нина, Мускаври Бауман ячĕллĕ техника университетĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Мускаври финанс академийĕнче студентсене вĕрентет. Унăн Дашăпа Лариса хĕрĕсем вăтам шкула иккĕшĕ те ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Асли халĕ аспирантурăра вĕренет, кĕçĕнни амăшĕ ĕçлекен академире – студент.

Пире Çатăркаçырми ялĕнчи тăватă класлă шкулта Манефа Тихоновна Зайкова учительница вĕрентнĕ. Вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупма ăстаччĕ, пирĕншĕн кашни урок çĕнĕлĕх, ăслăлăх тĕнчинчи çĕнĕ пусăм пекех пулнă. Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта ăс пухнă çулсенче пирĕн класа Галина Степановна ертсе пыратчĕ. Эпĕ Таисия Андреевна вĕрентекен матаматика урокĕсене уйрăмах кăмăллатăм. Маншăн кăткăс задачăсене ыттисенчен малтан шутласа пĕтересси пысăк çĕнтерÿпе танахчĕ, хама çав самантра питĕ телейлĕ туяттăмччĕ. Эпир класра 26 пулнă, çатăркаçырмисем Вăрăмпуç ялĕнчи ачасемпе пĕрле вĕреннĕ. Манăн çывăх тантăшсем Мария Степановăпа Людмила Рахчеева - институтсенче, эпир Валя Ивановăпа иксĕмĕр Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухрăмăр. Кăçал вĕсем те тĕрлĕ уйăхра тивĕçлĕ канăва тухаççĕ.

– 1975 çулта Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсассăнах ăçта ĕçленĕ-ха;

– Вĕренсе тухсанах мана Мари Республикинчи Оршан районне кĕрекен Аслă Кукланур ялне Максим Горький ячĕпе хисепленекен колхоза ĕçлеме ячĕç. Малтан, пĕр çул хушши, хуçалăхри аслă бухгалтер çумĕ пулса ĕçлерĕм. Тепĕр çултан аслă бухгалтер ĕçĕсене пурнăçласа пыма шанчĕç. Хуçалăхĕ тăватă ялтан тăратчĕ, 5600 гектар çĕр лаптăкĕ пулнă.

– Тавçăрса илтĕм халĕ, акă ăçта куç хывнă сире вырăсла калаçакан Василий Анатольевич Христофоров...

– Çапла, тĕрĕс, – калаçăва малалла тăсать Зинаида Степановна, - 1977 çулта эпир хуçалăхра ДТ-75 тракторпа ĕçлекен трактористпа, Васьăпа, çемье çавăртăмăр. 1979 çулта Наташа хĕрĕм, 1981 çулта Ваня ывăлăм çуралчĕç. Аван пурăннă, анчах Чăваш Енри атте яла чĕнсе шухăша яракан çырусем тăтăшах çыратчĕ. Хама та çуралнă çĕреллех туртаччĕ. 1984 çулта çемьепе тăван ене куçса килтĕмĕр. Эпĕ "Гвардеец" колхоза аслă бухгалтер пулса вырнаçрăм, Вася механизаторта ĕçлеме пуçларĕ.

Тăхăрвуннăмĕш çулсенче "Гвардеец" хуçалăха Юрий Ефремович Краснов ертсе пычĕ. Уй-хир ĕçĕсенче те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те палăрчĕ хуçалăх. Çак çитĕнÿсене çав вăхăтра çĕнсе илнĕ ялавсем, Хисеп хучĕсемпе дипломсем çирĕплетеççĕ. Ку çăмăл мар ĕçре, паллах, хуçалăхри аслă бухгалтерăн тÿпи те пысăк. Зинаида Степановна 2005 çулччен, хуçалăх саланса кайиччен, аслă бухгалтер ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пычĕ. Кайран Василий Федорович Гурьев предприниматель патĕнче те бухгалтер пулса ĕçлерĕ.

Зинаида Степановна ачисемшĕн ырă тĕслĕх. Ăна эпир юбилей ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу сунатпăр.

Ю.НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика