АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Балерина

04 марта 2011 г.

Балерина

Санкт-Петербургри А.Я.Ваганова ячĕллĕ Вырăс балечĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ унти Мариин театрĕнчи балет ушкăнĕнче ташлакан, Тĕнчери виççĕмĕш балет конкурсĕнче "Надежда России" приз-стипендие çĕнсе илнĕ Светлана Валентиновна Иванова пирĕн районти Ухман ялĕнче 1978 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче çуралнă.

В.Самойлов çыравçăн "Амăш савăнăçĕ" интервьюран ("Çил çунат", 1995, 1 ", 8 с.):

"Кашни кун тенĕ пекех куратăп эпĕ ăна, мĕншĕн тесен пĕр çуртра пурăнатпăр. Пĕр подъездра. Шупашкарти 43-мĕш вăтам шкулта ĕçлет вăл. 1–5-мĕш классене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Пĕррехинче эпĕ ăна хамăр çурт умĕнче куртăм. Питĕ савăнăçлăччĕ вăл.

– Галина Леонтьевна, мĕскер эсир паян таçта вĕçсе каяс пекех; – шÿтлерех каларăм эпĕ.

– Пĕлетĕр-и, – терĕ вăл хавхалануллăн, – манăн хĕрĕм, Света, Санкт-Петербургри Ваганова ячĕллĕ Вырăс балечĕн академийĕн труппипе Японие каять. Акă çыру илтĕм.

Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Светлана Иванова Японири гастрольтен таврăнсан çуллахи каникула амăшĕ патне килчĕ. Каллех тем тери савăнăç!

– Килте телевизор юрăхсăра тухнăччĕ, хăвăрах пĕлетĕр, пысăкрах япала туянма хальхи кăткăс та пăтрашуллă саманара питĕ йывăр. Тавтапуçах хĕрĕме, Японирен самай укçа-тенкĕпе таврăнчĕ, вара эпир тĕслĕ телевизор туянтăмăр. Пирĕн пата самантлăха кĕрсе тухмастăр-ши; Света та килтех халь...

– Кĕрсе тухатăп паллах...

Шăп çав самантра Света телевизор умĕнче ларатчĕ. Экран çине куç хÿрипе пăхса илтĕм. Майя Плисецкая пирки фильм пырать. Питĕ тимлесе пăхатчĕ Света. Эпĕ ăна чăрмантарас темерĕм. Амăшĕпе калаçма шутларăм.

– Галина Леонтьевна, калăр-ха, тархасшăн, мĕнле майпа сирĕн Света Санкт-Петербургри Вырăс балечĕн академине лекме пултарчĕ;

– Эпĕ ун пирки шутламан та, ĕмĕтленмен те, – терĕ Галина Леонтьевна. – 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне 5-мĕш музыка шкулне илсе кайрăм. Сĕрме купăс калама вĕрентес килетчĕ манăн. Йышăнчĕç. Анчах сĕрме купăс тем пысăкăш-çке. Имшеркке хĕрĕм ăна аран-аран çĕклеме пултаратчĕ. Шеллерĕм. Тепле çапла республикăри пĕр хаçатра пĕлтерÿ вуларăм. Шупашкарти музыка театрĕ çумĕнче ачасен балет студийĕ ĕçлет иккен. Унта вĕренме кĕртсен епле-ши, шутларăм эпĕ. Хĕрĕме тата хамăн класри 12 ачана унта илсе кайрăм. Вĕсенчен тăваттăшне йышăнчĕç. Манăн хĕрĕме – чи малтан. Унтан вара Санкт-Петербурга çул уçăлчĕ...

М.Плисецкая пурнăçĕ çинчен кăтартакан фильм вĕçленчĕ. Халĕ ĕнтĕ света та калаçăва хутшăнчĕ.

– Света, епле майпа лекрĕн-ха эсĕ хореографин çак чаплăран та чаплă академине;

– Эпир унта Шупашкартан çиччĕн кайрăмăр. Тăваттăшне суйласа илчĕç. Пур енлĕн тĕрĕслерĕç. Вĕренме кĕрес пирки шутламан та. Андрей Быстрова, Миша Юрусова, Алеша Волкова тата мана илчĕç.

– Халĕ эсир пурте вĕренетĕр-и;

– Пурте мар. Алеша Волкова кăларса ячĕç. Темшĕн вăл ÿсеймерĕ. Кĕлетки икĕ çултан та питĕ пĕчĕкчĕ. Миша Юрусов хăй вĕренме пăрахрĕ. Тунсăхласа çитнипе Андрей Быстрова ашшĕ килсе илсе кайрĕ. Чăвашран пĕчченех юлтăм.

В.Самойлов писателĕн "Тĕнчипе паллă театрта ĕçлеме сумлă та, яваплă та" интервйăвĕпе паллашар-ха ("Тантăш", 1997, ноябрь, 13):

– Светлана, балет вăл хăйне евĕрлĕ искусство. Пачах калаçмасăр, юрламасăр кăмăл улшăнăвне, чунтан калас тенине ташă урлă палăртма çăмăл мар-тăр;

– Çапла. Анчах пĕчĕккĕн хăнăхса пытăмăр. Пире уйрăм партисем те шанса пама пуçларĕç. Сăмахран, эпĕ академире вĕреннĕ чухне "Дон Кихот", "Щелкунчик", "Айпипи тухтăр" тата ытти балетри партисенче те ташланă.

– Эсир Японире пулнине пĕлетпĕр-ха. Мĕнле кĕтсе илчĕç сире унта;

– Японире пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Эпир 13 хулара пултăмăр. Анчах унта балета Европăри пекех лайăх ăнланман пек туйăнчĕ мана. Питĕре таврăнсан пире Италие илсе кайрĕç. Гастроле...

– Академирен хăвăр ушкăнра Чăваш Енрен пĕчченех вĕрентĕм терĕн эсĕ. Маларах вĕренсе тухнă ентешсем пур-и Питĕрте; Вĕсемпе тĕл пулатăн-и;

– Маларах вĕренсе тухнисенчен Ефремовăна пĕлетĕп. Халĕ вăл пенсире. Унсăр пуçне Регина Кузьмичева Мусоргский ячĕллĕ Пĕчĕк театрта ĕçлет. Тăватă çул каярах пирĕн академирен Наташа Горновăпа Сергей Пахарев вĕренсе тухнă. Вĕсем те Питĕртех ĕçлеççĕ.

– Вĕреннĕ чухне эсĕ ют çĕршывсенчи гастрольсене хутшăннине пĕлетпĕр-ха. Халĕ, ĕç-леме пуçланăранпа, ăçта та пулин пулса курнă-и;

– Паллах, иртнĕ сезонта балет труппи Австрире, Италире хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Икĕ хутчен Лондонра пултăмăр. "Колизейра" спектакльсем лартрăмăр. Пĕррехинче Маргарет Тэтчерпа королева амăшĕ пырса курчĕç, спектакль хыççăн вĕсем пирĕн труппăна ăшшăн саламларĕç...

Светлана Иванова Санкт-Петербургри Вырăс балет академийĕнче мĕнпурĕ 8 çул вĕреннĕ, ăна 1996 çулта хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн Мариин театрне ĕçлеме илнĕ.

Е.Ильина çырнă "Юная аврора Мариинского театра" интервьюран ("Советская Чувашия" хаçат, 1997, октябрь, 11):

– Аннÿне хăйĕн тĕпренчĕкне çавăн пек аякка тата нумайлăха яма çăмăлах пулман-тăр...

– Çапла, эп вĕреннĕ çулсенче аннен çÿçĕ самай кăвакарчĕ. Эпĕ Шупашкартан виççĕмĕш класс хыççăн тухса кайнă. Аннепе каникулсенче çеç тĕл пулнă. Училище преподавателĕ Инна Борисовна Зубковская манăн иккĕмĕш анне пулса тăчĕ. Вăл питĕ ăста педагог, ырă та уçă кăмăллă хĕрарăм. Вăлах ĕнтĕ мана вĕренсе пĕтерсен Санкт-Петербурграх ĕçлеме хăварасшăн пулчĕ. Тĕрĕссипе, манăн Шупашкара таврăнмаллаччĕ...

– Светлана, сирĕн сцена тулашĕнчи пурнăç еплерех йĕркеленсе пырать;

– Манăн пурнăç – балет тесен пĕртте йăнăш пулмасть. Пĕтĕм вăхăт ĕçре иртет: кăнтăрла – репетици, каçхине – спектакльсем. Тунти кун – канмалли кун, ытти театрсемпе музейсенче те çак кун ĕçлемеççĕ. Çавăнпа та спектакльсем, выставкăсем кайса курасси чăрмавлă.

С.В.Иванова балеринăн пултарулăхĕ çулран-çул ÿссе, пуянланса пырать. Çакна куракансем те, театроведсем те асăрханă. "Барышня и хулиган" балетра Светлана Ивановăпа Илья Кузнецов тĕп партисене ташланă. Премьера 2001 çулхи майăн 30-мĕшĕнче пулнă. Ун хыççăн пирĕн ентеш çĕнĕрен те çĕнĕ тĕп партисене ташлать: "Шинель", "Золотой век", "Лебединное озеро", "Спящая красавица" тата ытти балетсенче. "Стеклянное сердце" балетра та Сехет рольне сăнлать пирĕн ентеш.

... Шупашкарта Трактор тăвакансен проспектĕнчи нумай хутлă çуртри хăтлă хваттерте Галина Леонтьевна Казаковăпа калаçса ларатпăр. Вăл мана хăйĕн хĕрĕн сăн ÿкерчĕкĕсене, тĕрлĕ альбомпа журнал кăтартать, вĕсенче пуринче те Светлана: ача чухне, академире вĕреннĕ вăхăтра, сцена çинче...

– Ашшĕ, Валентин Васильевич Иванов, автомашина айне пулса çамрăклах çĕре кĕчĕ. Света çирĕп вăй-халлă ÿсрĕ, тĕллеве палăртрĕ те унран пăрăнмарĕ. Халĕ театрпа тĕнчери нумай çĕршыва çитет. Пĕр çулталăк Гамбург сцени çинче те ташларĕ. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянчĕ, мана та хваттере пысăклатма укçа пачĕ. Турă пулăштăрах ăна, – васкамасăр сăмахлать Галина Леонтьевна. Эпир те пултаруллă балеринăна ăнăçу, сывлăх, телей сунатпăр.

В.ПРОКОПЬЕВ, чăваш халăх ăсчахĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика