АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсене

04 марта 2011 г.

Адам, тет, пулнă чи малтан,

Унтан кун панă Евăна.

Сăмахĕ ку чи авалтан –

Тĕнче аван пĕлет ăна...

Мăшăрпала чун канăçра,

Арçынсене кирлех эсир.

Пĕр сирĕнсĕр çак пурнăçра

Епле пулăттăмăр эпир;

Паян уяв. Йăл-йăл кулса

Хĕвел тухать, ав, ир-ирех.

Хĕрарăмсен телей пулсан

Арсен те пурнăç чиперех.

Ман халĕ палăртас килет:

Уявăр пĕртте ячшĕн мар.

Сире пит саламлас килет:

Ыр сывлăх пултăр пурăнма!

Пĕчченлĕх шухăшсем кÿрет,

Хăрахлăх хаваса сирет.

Телей тени килĕшÿре,

Эсир те савăр-ха пире;!.

Алексей ЗАЙЦЕВ Кивĕ Шелттем ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика