04 марта 2011 г.
Ĕç укçине сана эп панă тахçанах,
Кĕсье пушах. Унта çÿп-çап анчах.
Парне илме укçа юлман. Мĕн тăвăн;
Апла сана эп парнелем-ха сăвă.
Чун-чĕререн кăларнă сăмахсем
Çут ылтăнран та пахарах вĕсем.
Çÿл тÿпере пиншер-пиншер çут çăлтăр
Асамлăн çуталаççĕ йăлтăр-йăлтăр.
Пĕрне сана татса эп параймарăм.
Каçар мана эс уншăн, савнă арăм.
Ĕçе кашни кунах çуран утатăп,
Çуран утса эп сывлăха упратăп.
Ни "Волга", ни "Ока" туянаймарăм,
Каçар мана эс уншăн, савнă арăм.
Ав кÿршĕрех куç хĕсрĕ пĕр хĕрарăм,
Ун илемне курсассăн пит хăрарăм.
Ютти патне эп аскăнса чупмарăм,
Каçар мана эс уншăн, савнă арăм.
Пĕрне пĕри савсан - çемье телейлĕ,
Эс - чун ăшши, ман пурнăçăн тĕпелĕ.
Эп пĕр сана кăна чунтан юратрăм,
Каçар мана эс уншăн, савнă арăм.
Александр ВЛАДИМИРОВ.