04 марта 2011 г.
Кĕнекелĕх материал пухса пичете хатĕрлесе çитересси питĕ кăткăс ĕç. Пур çын та çак ĕçе пурнăçлаймасть. Ун валли чăтăмлăх, тарăн пĕлÿ тата хăйне евĕр шухăшлав кирлĕ.
Нумаях пулмасть И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи уйрăмĕнче ĕçлекен Л.П.Сергеев профессорпа 5-мĕш курс студенчĕ Настя Николаева "Тымар глаголсен словарĕ" кĕнеке пичетлесе кăларчĕç. Çак словаре чĕлхеçĕсем, филологи уйрăмĕнче вĕренекен студентсем, чăваш чĕлхине вĕрентекен учительсем валли хатĕрленĕ.
Кĕнеке пичетлесе кăларма пултарни студентшăн пысăк çитĕнÿ паллах. Çавăнпа та эпир А.Николаевăпа тĕл пулса калаçма тĕв турăмăр. Вăл Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере вĕсем виçĕ ача çитĕннĕ. Настя – асли. Тен, çавăнпа хĕр мĕн пĕчĕкрен яваплă, пур ĕçре те пĕрремĕш пулма хăнăхса ÿснĕ. Шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн пултаруллă çамрăк Шупашкарти педагогика университетне çул тытнă, ăна çак утăма тума чăваш чĕлхи тата литература учителĕ пулас ĕмĕт хавхалантарнă.
– Настя, эсĕ халь пиллĕкмĕш курсра вĕренетĕн. Студент пурнăçне хăнăхма йывăр пулчĕ-и;
– Ялта çуралса ÿснĕ çамрăка хула йĕркисене йышăнма, паллах, çăмăл мар. Вĕренÿре те нумай çĕнĕлĕхе хăнăхма тиврĕ. Çапах та пăшăрханса ларман эпĕ, пушă вăхăта тус-юлташсемпе ирттерме тăрăшнă.
– Вĕренÿре эсĕ малтисенчен пĕри, кĕç-вĕç алла хĕрлĕ диплом тытăн. Анчах та вĕренÿпе кăна пурăнма кичем-çке, тĕрлĕ мероприятие те хутшăнатăн пулĕ;
– Вĕренÿ, паллах, маншăн пĕрремĕш вырăнта тăрать, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра аслă пĕлÿ кирлех. Университет тата факультет шайĕнче иртекен уявсене хутшăнма çапах вăхăт тупатăпах. "КВН", "Студентсен çуркуннийĕ", "Агитбригада" конкурссем вĕренекенсен пурнăçне интереслĕрех тăваççĕ. Çавăнпа та университетра иртен пуçласа каçчен вĕренеççĕ тесе ан шутлăр, студентсем канма та, савăнма та пĕлеççĕ.
– Настя, эсĕ 1-мĕш курсранпах студентсен ăслăлăх ушкăнĕнче тăратăн. Наукăпа аппаланма ăçтан вăхăт тупатăн-ха;
– Тĕпчев ĕçĕсем çырма вăхăт чылай кирлĕ. Кун йĕркине пĕлсе палăртсан пур ĕçе те пурнăçлама ĕлкĕретĕн. Эпĕ тĕпчевсене педагогикăпа та, философипе те, чăваш культурипе тата историпе те ирттерме пултартăм. Вĕсенчен хăшне-пĕрне наука статйисен сборникĕсенче пичетлесе кăларнă. Студентсен ăслăлăх ушкăнĕн председателĕ пулнă май документаци ĕçне те хăнăхмалла пулчĕ.
– Эппин студентăн вĕренÿ вăхăтĕнчех пур енлĕн аталанма май пур;
– Çапла, енчен те вĕренекен пĕр вырăнта ларма хăнăхман пулсан. Тĕслĕх-рен, пирĕн факультетра чăваш чĕлхи тата литература учителĕ пулма кăна вĕрентмеççĕ, унта пулас журналистсене, ют чĕлхе (акăлчан, нимĕç), вырăс чĕлхи тата литература специалисчĕсене те хатĕрлеççĕ. Факультетра çавăн пекех турккă чĕлхи те вĕренме пулать. Пултаруллă студентсем валли тĕрлерен кружок ĕçлет.
– Пилĕк çул хушшинче алла икĕ специальность илни лайăх паллах. Анчах та асăннă профессисемпе хамăр республикăра ĕç вырăнĕ тупма май пур-ши;
– Чăваш филологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă çамрăксем вăтам тата аслă шкулсенче, колледжсемпе гимназисенче, хаçат-журнал редакцийĕсенче, радиопа телевиденинче, патшалăх тытăмĕнчи тĕрлĕ учрежденинче ĕçлеме пултараççĕ.
– Шкултан вĕренсе тухакан ачан сирĕн факультета вĕренме кĕрес тесен мĕн-мĕн тумалла;
– Педагогика университечĕн чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕрес тесен çамрăксен çак экзаменсене тытас пулать: вырăс чĕлхи, общество пĕлĕвĕ (ППЭ) тата чăваш чĕлхипе литератури (сочинени). Кăçал вĕренме кĕрекенсен 4 çул çеç вĕренмелле пулать. Ытти йĕркесемпе шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ăнлантарса парĕç. Чăваш чĕлхине сыхласа хăварассишĕн çунакансене пирĕн факультетра хаваспах кĕтеççĕ.
А.ИСАКОВА калаçнă, ЧППУ студентки.