АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрăсен юрри

04 марта 2011 г.

Юрăсен юррине ман çырасчĕ,

Вăй парсам эс мана, Соломон.

Сан пекех, тен, ăста шăрçалаймăп

Çитес çук ун валли ман ăс-тăн.

Çав юрра тивĕç ман Суламифçĕм,

Парăмра эпĕ ун умĕнче.

Куçĕ – çиçĕм, тути – пылак иçĕм,

Шăлĕсем – кĕвĕçтерĕç ĕнче.

Усăнать ĕлккен çÿç хумăн-хумăн

Илĕртÿллĕ çара пÿ çине.

Вăл именчĕк илемĕн шеп тумĕ –

Хÿтĕлет ют куçран хуçине.

Аллисем – ик çунат, шурă акăш,

Ачашлаççĕ мана ĕмĕтре.

Час-часах анкалать шурă акăш,

Тÿперен ман пата тĕлĕкре.

... Ытамри ытарми Суламифçĕм,

Юрăсен юрри эсĕ хăвах.

Сан çинчен çырмаллаччĕ те гимн,

Хальлĕхе çитес çук ман сăмах.

Хальлĕхе юррăма çыраймарăм,

Суламифçĕм, мана каçарсам.

Пурпĕрех ĕмĕтпе пурăнатăп,

Çухатмаççĕ ăна юратсан.

(Соломонăн Юрăсен юрри, Суламиф юрăри пике. Библи).

Шевкен Гришши, Карăклă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика