АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта хисеплĕ çын вăл

04 марта 2011 г.

Ялта хисеплĕ çын вăл

Валентина Михайловна Софронова Кивĕ Шелттем ялĕнчи йышлă та ĕçчен çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ – Михаил Алексеевич Алексеев – уй-хирте тăрăшнă, амăшĕ – Екатерина Васильевна – колхоз правленийĕнче бухгалтер пулса ĕçленĕ. Вĕсем ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Аслăраххисем пĕчĕккисене пăхнă, ашшĕ-амăшĕ ĕçрен таврăниччен килти ĕç-пуçа пуçтарнă. Хĕл кунĕсенче хĕр пĕрчисем амăшĕ çумне алса-чăлха çыхма, тĕрĕ тĕрлеме вĕренме ларнă. Çитĕнсе пынăçем колхоз ĕçне те хутшăнма пуçланă, сенĕк кĕрепле йăтса уй-хире тухнă, фермăра тăрăшнă. Ирхине шкула улттăн тухса утнă вĕсем, вĕренÿре пурте лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă.

Пĕрремĕш класа вĕренме пырсассăнах Вальăн чун-чĕрине пĕрремĕш вĕрентекенĕ, Надежда Николаевна Воронцова, çав тери тыткăнланă. Вăл ачасемпе ăшшăн калаçнă, саспаллисемпе паллаштарнă, шутлама, юрлама, сăвă калама вĕрентнĕ, походсене çÿренĕ. Вĕрентекен сăмахĕсене хĕрача тимлĕ итленĕ, уроксене яланах вăхăтра пурнăçланă. Кĕçĕн класра пĕлÿ илнĕ чухнех Валя чун чĕринче вĕрентекен пулас ĕмĕт тĕвĕленме пуçланă.

Шелттемри шкулта сакăр класс вĕреннĕ хыççăн хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе хĕр упраç Канашри педагогика техникумне кайса кĕнĕ (1971 çул). Техникумра вĕреннĕ чухне Валентина вĕренÿре те малта пулнă, спортра та çитĕнÿсем тунă. 1975 çулта алла диплом илсен ăна направленипе Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнчи шкула кĕçĕн классене вĕрентме янă.

Çав çулсенче Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çĕнĕ шкул хута кайнă пулнă. Педагогсен ушкăнне Николай Михайлович Михайлов директор ертсе пынă. 1976 çулта шкул дирекцийĕ йыхравланипе Валентина Михайловна Шелттемри вăтам шкула ĕçлеме куçнă. Çав тапхăртан пуçласа паянхи кунчченех вăл кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ парать.

Пĕлĕвне малалла ÿстерес тĕллевпе В.Софронова 1977-1982 çулсенче куçăмсăр майпа Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать. Ачасене пĕлÿ парас ĕçре тăрăшса ĕçленĕшĕн 1985 çулта ăна РСФСР Министерствин Хисеп Грамотине парса чыслаççĕ. Ăста педагог çавăн пекех тата ытти наградăсене те тивĕçнĕ.

Валентина Михайловна вĕрентекен ачасем çулсерен районти олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурсра çĕнтерсе мала тухаççĕ. Кĕçĕн классем хушшинче ирттернĕ литература вулавĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Таня Моисеева виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, унччен маларах вĕрентнĕ Алина Прокопьева çамрăк математиксен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнса савăнтарнăччĕ.

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче В.Софронова шкул çулне çитмен ачасемпе класс сехечĕ йĕркелесе ирттернĕччĕ. Директор çумĕсен ушкăнĕ вĕрентекен ĕçне пысăк хак панăччĕ ("Мастер класс" ята тивĕçнĕ).

Валентина Михайловна яланах ачасем çывăхĕнче, пĕчĕкскерсем те питĕ юратаççĕ ăна. Ара, вăл вĕсемшĕн "иккĕмĕш амăшĕ-çке". Ачасем уроксем хыççăн та килĕсене кайма васкамаççĕ, педагог вĕсене юрлама-ташлама, сăвăсене илемлĕ вулама, интереслĕ вăйăсем выляма вĕрентет, ăслă канашсем парать.

В.Софронова шкулта ал-ĕç ăстисен кружокне те ертсе пырать. Вĕсен ĕçĕсене шкулта е районта йĕркеленĕ куравсенче курса хаклама пулать. Кăçал Валентина Михайловна шкулта математика кружокне йĕркелерĕ, унта ачасем кăткăс задачăсене шутлама вĕренеççĕ.

Педагог обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе ялти вулавăшра тăтăшах пулма тăрăшать, вĕсене кĕнекесене юратма вĕрентет. Çакна та палăртса хăварам: 4-мĕш классем вулавăшăн чи çывăх тусĕсем, çав вăхăтрах, "çамрăк кĕнекеçĕ" кружокăн активисчĕсем те.

Валентина Михайловна вĕрентнĕ, каярах педагогика ĕçне суйласа илнĕ çамрăксем: С.Ендерова, Н.Чайникова, С.Ерицова, З.Александрова (тăваттăшĕ те Шелттем шкулĕнче тимлеççĕ), Н.Мардарьева, А.Михайлов, Т.Ефремова, С.Софронова, Н.Казакова республикăн тĕрлĕ шкулĕнче ачасене пĕлÿ параççĕ.

Софроновсен çемйине ялта хисеплеççĕ. Мăшăрĕ, Николай Ильич, çак шкултах ачасене физкультура предметне вĕрентет. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн 2007 çулта Н.Софронов Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин Хисеп Грамотине илме твĕçрĕ.

Вĕсем çемйипех спортпа туслă. Йĕлтĕрпе ăмăртса час-часах мала тухаççĕ. Çак туслă çемье икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Ирина, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Светлана Канашри педагогика колледжĕнче пĕлÿ илнĕ, Вăтапуç шкулĕнче ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентет. Çавăн пекех куçăмсăр майпа Арзамасра вĕренет. Мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтереççĕ. Кĕçĕнни, Виктор, Шупашкарти электромеханика колледжĕнче пĕлÿ пухать.

Нумаях пулмасть Валентина Михайловна сумлă юбилейне паллă турĕ. Çывăх тата юратнă çыннине пĕтĕм тăванĕ-пĕлĕшĕ чун-чĕререн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

Т.ИВАНОВА, ялти вулавăш ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика