АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх вуланакан кĕнекене палăртатпăр

04 марта 2011 г.

Чăваш Республикин Наци библиотеки "Литературăллă Чăваш Ен: 2009 çулта пичетленсе тухнă чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурс ирттерет. Çакăн йышши конкурссене Аччари ял библиотекин ĕçченĕсем те çулсеренех хутшăнаççĕ. Кăçал унта 2009 çулта кун çути курнă чăвашла – 43 тата вырăсла 10 произведени тăратнă. Конкурс 8 номинаципе иртет: "Проза жанрĕпе çырнă чи лайăх вуланакан произведени", "Поэзи жанрĕпе çырнă чи лайăх вуланакан произведени", "Чи лайăх ача-пăча кĕнеки", "Ял пурнăçне сăнлакан чи лайăх произведени", "Çамрăк авторăн чи лайăх кĕнеки", "Кĕнеке пĕлтерĕшне ÿстерессипе йĕркеленĕ чи лайăх мероприяти", "Конкурса çÿллĕ шайра йĕркелеме пултарнă библиотека", "Чи нумай вулакан вулавçă".

Конкурс пынă тапхăрта Аччари ял библиотекинче вулав конференцийĕсем, кĕнеке презентацийĕсем, викторинăсем иртĕç. Вулав залĕнче Г.Айхин, А.Кипечĕн, П.Маркинăн, О.Галин, Ю.Мишшин... кĕнекисенчен курав йĕркеленĕ. Çакăн йышши конкурссем ирттерни халăхăн вулас туртăмне ÿстерме май парать.

Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА, библиотека заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика