04 марта 2011 г.
Иртнĕ çул амăшĕн капиталĕпе çыхăннă саккуна улшăнусем кĕртнĕ.
Тĕслĕхрен, унăн укçине куçарса памалли вăхăт малтан ултă уйăхчен тăсăлма пултарнă. Çакă вара çурт е хваттер туянас текенсене кансĕрленĕ, мĕншĕн тесен сутуçисем çав тапхăрччен кĕтмесен те пултарнă. Халĕ укçапа икĕ уйăх çитичченех тивĕçтереççĕ. Ипотека кредитне татма е унăн проценчĕсене саплаштарма амăшĕн капиталĕпе унăн ирĕкне илсе килнĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача виçĕ çул тултаричченех усă курасси асăннă саккунăн яланхи норми пулса тăчĕ. Халĕччен ку мел 2010 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен тунă килĕшÿсем тĕлĕшпе кăна вăйра пулнă.
Унсăр пуçне чи пĕлтерĕшли – амăшĕн капиталĕ шучĕпе халĕ подрядчиксене хутшăнтармасăр харпăр хăй çуртне çĕклеме юрать. Ялта пурăнакансемшĕн асăннă çĕнĕлĕх уйрăмах паха – вĕсем ăна хăйсен вăйĕпе лартаççĕ вĕт. Çĕнĕ çурт тума е маларах лартма тытăннин строительствине вĕçлеме ирĕк панă.
2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн виçи татах ÿснĕ – халĕ вăл 365698 тенкĕ те 40 пуспа танлашать.