02 марта 2011 г.
Кун тăршшĕ самаях тăсăлчĕ. Сивĕсем те пĕчĕккĕн "вăйне" çухатса пыраççĕ. Çăварни уявĕ те хăйне вăрах кĕттермĕ.
Уява хатĕрленсе пирĕн ялта пурăнакан Васильевсем (ашшĕпе ывăлĕ) лашисене кунсерен тирпейлесе тăраççĕ. Хыçлă çунине тахçанах юсаса илемлетнĕ вĕсем, ут хатĕрĕсем те юсавлă.
Çăварни çитсессĕн Васильевсем виçĕ лашине харăс кÿлсе тухаççĕ. Илемлетнĕ "тройка" урам тăрăх иртсе пынă чухне юмах тĕнчине лекнĕнех туятăн хăвна. Уяв кунне ваттине те, вĕттине те катаччи чуптарса савăнтараççĕ вĕсем. Çуни çинче ларса пыраканĕсем хут купăс каласа юрăсем шăрантараççĕ. Çăварни кăçал та савăнăçлă иртессе шанатпăр.
Алиса ПАВЛОВА, Çеçпĕл шкулĕ.