02 марта 2011 г.
Çуркунне валли эпĕ кĕркуннех хатĕрленме тытăнатăп. Çумăра кайиччен тăпра хатĕрлесе хăваратăп. Ăна хĕл кунĕсенче шăнтма хуратăп. Çакăн пек туни тăпрари сиенлĕ тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăран хăтăлма пулăшать.
Нарăс уйăхĕнче тăпрана ăшăтмашкăн пÿрте илсе кĕретĕп. Малтанлăха ăна марганцовка шывĕпе шăваратăп. Каярах унта помидор, пăрăç... вăррисене акатăп. Унтан вĕсен шăтаслăхне пăхса сăнаса тăратăп.
Хальхи вăхăтра лартнă вăрăсем "пуçĕсене" çĕкленĕ те ĕнтĕ. Виноград хунавĕ те çулçă кăларма пуçланă. Вĕсене эпĕ вăхăтра шăварса тăратăп. Кĕркунне тулăх çимĕç пуçтарса илме ĕмĕтленетĕп.