02 марта 2011 г.
Тăван ял, тăван кĕтес! Мĕн пур-ши унран хакли, унран çывăххи, унран пахи; Кунта кашни çырма-çатран, уй-хирĕн, улăх-çаранăн, вăрманăн çыннăнни пекех хăйĕн кун-çулĕ, шăпи, пуласлăхĕ.
Ушанар ялĕн çурçĕр енче хутăш вăрман вырнаçнă. Ял çыннисем ĕлĕкрен Тăвайкки вăрманне вут-шанкă пуçтарма çÿренĕ. Пĕррехинче Шĕкĕр ялĕнчен пĕр карчăк вăрмана хăрăк турат пуçтарма кайнă. Шартлама сивĕ хĕл тăнă. Чылай вăхăт хушши çÿренĕ вăл. Каç пулса килнĕ. Асар-писер çил-тăман пуçланнă. Карчăк вăрмантан тухнă та ăçталла каймаллине пĕлмен. Çулсăр-йĕрсĕр малалла утнă. Юр ăшне кĕре-кĕре ларнă. Утсан-утсан пĕр тарăн çырмана анса кайнă. Халран кайнă карчăк çырмаран ниепле те тухайман, çавăнтах шăнса вилнĕ. Çав вырăн халăх асне Карчăк çырми ятпа кĕрсе юлнă.
Ушанар ялĕнче тахçан Тарук ятлă хĕрарăм пурăннă тет. Вăл çав тери Турра ĕненнĕ. Ялтан инçех мар ватă хăвăл йывăç ларнă. Йывăçĕ пĕр айккинчен çурăлса кайнă. Унта çын кĕрсе тăмалăх вырăн та пулнă. Тарье яланах çавăнта кĕл тума, пуç çапма çÿренĕ. Вăл çур çĕр тĕлĕнче те, ирхине те унта утнă. Унсăр пуçне вăл вырăна никам та çÿремен. Пĕрре çур çĕр тĕлĕнче Тарьене чавсинчен çемçе çăмламас алă ярса тытнă. Хĕрарăм çав тери хăраса кайнă. Урăх унта кайман. Çав йывăç патĕнчи вырăна паян Тарук чавсавай хăякĕ е Хăяккăн теççĕ.
Кĕçĕн Çавал хĕрринче Сакăр вун сакăр кукри пур. Çавала тÿрлетиччен вăл тĕрлĕ кукăр-макăр туса юхнă. Вăрăм та тарăн çырма кукри нумай пулнăран халăх Сакăр вун сакăр кукри тенĕ-тĕр.
1774 çулта Ушанар çыннисем пусмăрçăсемпе кĕ-решме Пугачевран пулăшу ыйтнă. Пугачев янă отряд Кĕçĕн Çавал урлă каçса кăнтăр еннелле çул тытнă. Отряд каçса кайнă вырăна Çаркаççи теççĕ.
Тарăн çырма пирки тĕрлĕ юмах-халап çÿрет. Çырма ĕлĕкех питĕ тарăн пулнă. Шăтăкне халăх ятарласа чавнă. Унта çынсене муртан тасатма çĕр витĕр кăларнă. Выльăх-чĕрлĕхе те мур ернĕ тенĕ. Усал чир-чĕртен хăтăлас тесе пурне те Тарăн çырмана хăваласа килнĕ иккен. Ял пуçлăхĕ çĕр витĕр тухакансене чир-чĕр кайтăр тесе йĕплĕ çырла хуллипе (сиплĕ йывăç) çапнă.
Учук çырминче ĕлĕк халăх чÿк тунă. Учук "чÿк тунă вырăн" тенине пĕлтерет. Паянхи кунччен кунта виçĕ юман сыхланса юлнă. Тах-çан çак вырăнсенче вăрман кашласа ларнине те палăртаççĕ ватăсем. Çĕр айĕнче тăм нумай пулнă. Ял пуянĕсем вăрмана кастарнă, тăм кăларса кирпĕч тума тытăннă.
Чулварта ("чуллă вырăн") Улăп тăпри текен вырăн пур. Ĕлĕк-авал çĕр çинче Улăпсем пурăннă теççĕ. Пирĕн çĕрсем тăрăх Улăп иртсе кайнă чух çăпати тĕпĕнчи тăприне силлесе хăварнă тет. Çав вырăнта тĕмеске тăрса юлнă. Ăна Улăп тăпри теççĕ.
Ĕлĕк масар пулнă вырăна Кив масар хăяккăн теççĕ. Мурпа вилнĕ выльăхсене пăрахнă вырăна – Мур кÿлли. Тĕпсĕр кÿлле хĕрĕх метрлă вĕрен вĕçне чул çыхса ярса та тĕпне çитмен иккен.
Ушанар ялĕн хĕвел тухăç енче мĕн тĕрлĕ çырма-çатрапа тăвайкки вырнаçман-ши: Тушек тăвайкки, Тухья тăрнашки, Карталлă çăл, Вăрăм сăрт, Чулвар, Малти улăх, Пăхлă хăва çырми, Сысна çурăмĕ, Эрет çырми, Аслă çаран, Çилхеçи, Кăмпа çул, Арçутта çырми, Хăяхлă пыр, Шурхыç, Пуян хăва, Матюк лупашки, Качака тÿпи, Малти Киремет, Чăх чĕрни, Петрухха, Тепе кÿлли, Çурран çул тăвайкки, Малти хăяккăн, Тылла пуççи, Пăштанар тăвайкки, Хуçа утти, Ĕмпĕлĕх.
Малтикас Шĕкĕр енче – Карта кĕтесси, Ямпай. Тăвайкки вăрман хĕрринчи вырăн – Пакшай лаптăкĕ. Ушанар çырми Вĕскере юхса кĕрет. Чи малтанхи çуртсем çунса кайиччен Кивçурт çырминче вырнаçнă тесе пĕлтереççĕ халапсем. Ялăн кăнтăр енчи тÿрем вырăн – Пуянха. Хĕвел анăç енче – Çăка-хăва вырăнĕ. Ял варринчи улăх – Мăри улăх. Вăрçă çулĕсенче ял çыннисем кунта торф кăларнă.
Ушанар ялĕ пуçланни çинчен калакан халап та нумай. Халăхра çÿрекен юмах-халапа Л.И.Иванов тĕпчевçĕ çырса илнĕ.
1-мĕш халап. Кивĕ çурт çырми патĕнчи ялта 12 кил ларнă. Нумай çул пурăннă çак вырăнта çынсем, анчах халăх хунаман. Пĕррехинче пĕр çыннăн ĕни çухалнă. Ĕни паянхи Ушанар ялĕ вырăнне анса пăруланă тет. Вара вĕсем айлăмра ял хунать тесе вăрман хăртса çĕнĕ вырăна куçнă тет. Сител ялĕнчен те куçса килнĕ тет. Ял ÿссе, хунаса пыма тытăннă тет.
2-мĕш халап. Сител çыннисем вăрмана вутă касма кайнă тет. Ĕçе вĕçлесен киле кайма тухнă. Анчах çул тупайман. Тавралла хутăш вăрман пулнă. Вĕсем лашисене хăваланă. Кайран ывăннă лашасене пăрахса хăварсах çуран утнă. Сасартăк пĕри: "Шыв!" – тесе кăшкăрса янă. Вĕсем юхан шыв хĕрне аннă. Шыв ĕçнĕ чухне пĕрин çăварне турпас лекнĕ. Вĕсем юхан шыв хĕррипе утма шут тытнă. Нумай кайнă-и, сахал-и – юпа тĕлне çитсе тухнă. Юпа çинче сылтăмалла кайсан телей пулать тесе çырнă. Пурте телей çулĕпе çул тытнă. Тÿрем вырăна тухсан сасартăк пĕр пÿрте асăрханă. Ун умĕнче арçын тăнă. Вăл тырă тÿнĕ. Арçын вĕсене яла илсе кĕнĕ. Ялта пурĕ çичĕ пÿрт пулнă. Каярах çак ял çыннисем айлăмра тыр-пул пулать тесе айлăма куçнă. Çĕнĕ вырăнта ял хунаман. Сител ялĕнче тыр-пул начар пулнă, çавăнпа çыннисем нумайăшĕ çак яла куçса килнĕ. Ял сисмен çĕртенех ÿсме тытăннă. 24 киле çитнĕ. Çуркуннесенче урасене туртса кăлармалла мар ушах пулнă. Тавралла – шурлăх. Часах çынсем çак яла ушах вырăншăн Ушанар теме тытăннă.
3-мĕш халап. Ĕлĕк пирĕн ял вырăнĕ питĕ шурлăхлă пулнă тет. Тавралла вăрман кашласа ларнă. Пĕррехинче çак вырăна пĕр çын килсе тухнă. Вăл çухалса кайнă пулнă. Кайран ниçталла та кайма пĕлмен. Çуркунне шывпа турпас татăкĕсем юхса аннине асăрханă. Юхан шыв хĕррипе çÿлелле хăпарма шут тытнă. Сасартăк пÿртсем ларнине курнă. Вăл унтах пурăнма юлнă. Çавăнтан ял пуçланса кайнă.
И.ТЕРЕНТЬЕВА, библиотека заведующийĕ.