02 марта 2011 г.
Нарăс уйăхĕнчен пуçласа çу уйăхĕччен пурăнмалли секторта "Çурт-йĕр – 2011" профилактика операцийĕ иртет. Çак тапхăрта пушар хуралĕн ĕçченĕсем пурăнмалли çуртсене тĕрĕслеççĕ. Кил хуçисен чи малтанах çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрмалла:
- электричество хатĕрĕсем юсавлă пулмалла, хăвăр тĕллĕн ăсталанипе усă курма юрамасть;
- кăмакасен юсавлăхĕ (пÿртре, мунчара, лаçра).
Енчен те çак хатĕрсемпе кил хуçи пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăсса усă курать пулсан ăна саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарма та пултараççĕ.
С.СИДОРОВ, патшалăх пушар хуралĕн тĕп инспекторĕн çумĕ.