АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çамрăклах ветеран пултăмăр"

02 марта 2011 г.

Канашри краеведени музейĕн иккĕмĕш хутĕнче Çар мухтавĕн кĕтесĕ пур. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афганистанри çапăçусенче пулнă çынсемпе çыхăннă пуян истори упранать.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ умĕн музейра Чечня вăрçине хутшăннисене халалланă стенд уçрĕç. "Чеченецсемпе" çыхăннă материалсем халиччен курманччĕ-ха. Самай йышлă вĕсем: ара районтан кăна 200 ытла яш Çурçĕр Кавказри вăрçă витĕр тухнă та, хуларан тата çавăн чухлĕн- тĕр. Пурин мар пулин те, чылайăшĕн сăнĕ, çар докуменчĕсем музей фончĕнче ĕмĕрлĕх упранĕç. Мероприятие мирлĕ вăхăтра "вĕри точкăсенче" пуç хунисен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, салтак чеченецсем пухăннă. Вĕсене Чăваш Ен çар комиссариачĕн Канаш хулипе тата Канашпа Тăвай районĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Ю.Барышов саламларĕ, йывăрлăхра пуç усманшăн, пулăшма яланах хатĕр пулнăшăн тав турĕ. Ывăлĕсене салтакран кĕтсе илеймен ашшĕ-амăшĕнчен каçару ыйтрĕ. Чечня вăрçин ветеранĕсен вырăнти Союзĕн председателĕ Е.Соколов хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн, стенд хатĕрленĕшĕн музей ĕçченĕсене тав турĕ.

– Эпир çулпа çамрăк-ха, апла пулин те вăрçă тути-масине астивме, куççуль, вилĕм, юн курма ĕлкĕртĕмĕр. "Ветеран" сăмах та пирĕн çума çамрăклах çыпăçрĕ. Тавтапуç пире тимлĕх уйăрнăшăн, хисеп тунăшăн. Эпир çамрăкла-и е ватăлла, шăпана пĕлме çук, çĕр çинчен кайсан та пирĕн çинчен аса илтерекен сăн ÿкерчĕксем ĕмĕрлĕх юлаççĕ. Вĕсене ачамăрсем, мăнуксем те килсе курĕç, – терĕ Евгений Викторович.

Музей директорĕ М.Данилова асăну стендне хатĕрлеме пулăшнăшăн çар комиссариачĕн вырăнти уйрăмне, музей сотрудникĕсене, социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсене, А.Петрова, Р.Фегин, Кириллова, Е.Александрова уйрăм предпринимательсене тав турĕ.

Канаш хулинчи 6-мĕш вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсем алă вĕççĕн çапăçма, автомата сÿтсе пуçтарма пĕлнине кăтартрĕç. Ĕнерхи салтаксене пĕрле ларса калаçма, çарти пурнăçа аса илмелли шăпах меллĕ самант туса пачĕ музейри тĕл пулу.

И.ВЛАДИМИРОВА.

ŸкерчĔкре: чеченецсен Союзĕн председателĕ Е. Соколов; Ю. Барышов çар комиссарĕ; тĕл пулăва хутшăннисен пĕр ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика