АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каччăсене çара хатĕрлеççĕ

02 марта 2011 г.

Каччăсене çара хатĕрлеççĕ

Пĕр вăхăт РОСТО ятпа çÿренĕ организацин ĕлĕкхи ячĕ каялла таврăнчĕ, халĕ вăл каллех ДОСААФ. ДОСААФ – патриотсен шкулĕ. Çак сăмахсене Канашри автошкул хăйĕн пархатарлă ĕçĕсемпе тÿрремĕнех çирĕплетет.

Кунта çулленех январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен оборонăпа спорт тата массăллă ĕçсен уйăхлăхне ирттереççĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче шкул историйĕпе, оборона обществипе çыхăннă лекцисем, тематика каçĕсем йĕркелеççĕ, курсантсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе, Афганистанри тата Чечняри çапăçусене хутшăннă ентешсемпе тĕл пулаççĕ. Унсăр пуçне уйăхлăхра курсантсемпе преподавательсем хушшинче шашка-шахмат, пневматикăллă винтовкăран тĕл перессипе ăмăртусем иртеççĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ умĕн кăçал та тĕл перессипе личнăй состав курсантсемпе тупăшрĕ. Судьясене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ.

Планпа килĕшÿллĕн автошкулăн çулталăкра 421 çын вĕрентсе хатĕрлемелле. Январĕн 1-мĕшĕнчен кунта 191 çын вĕренет. Çар комиссариачĕ урлă вĕренме килекенсем çар водителĕсем пулса тухаççĕ. Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕренекенсем те пур. Паян центр направленийĕпе 22 çын водитель специальноçне алла илет.

ДОСААФăн Канашри автошкулĕ ĕçлеме пуçланăранпа (1962 çулхи августăн 30-мĕшĕнчен) кунтан 50 пин ытла çын водителе вĕренсе тухнă, 20 пин ытла çын – çар комиссариачĕн направленийĕпе. Çарта "вĕри точкăсенче" водитель пулнă ентешсем шăпах çак автошкулта техника вăрттăнлăхне алла илнĕ те.

Автошкул начальникĕ Валерий Анисимов, унăн вĕренÿпе производство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Юрий Иванов, автомашина çÿретме вĕрентекен аслă мастер Геннадий Филиппов, производство вĕ-рентĕвĕн мастерĕсем Юрий Обаськин, Павел Михайлов, Владимир Николаев тата ыттисем – пуян опытлă ăстасем. Вĕсем пулăшнипе нумай çамрăк хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă.

Районти тата хулари шкулсенче аслă классенче вĕренекен ачасем валли кунта кашни çулах Уçă алăксен кунне ирттереççĕ. Хула шкулĕн ачисем автошкулăн музейĕнче экскурсире пулаççĕ. Канашри курсантсем ДОСААФăн республикăри ытти автошкулĕсем хушшинче нумай енлĕ кĕрешÿпе, пĕтĕмĕшле çар хатĕрленĕвĕпе, техникăна, çар хĕç-пăшалне пĕлнипе ирттерекен ăмăртусене хутшăнаççĕ. Лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ.

Ветерансем ĕçтешĕсене, курсантсене тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, автошкула час-часах килсе çÿреççĕ. Çамрăксене патриотла воспитани парассинче вĕсен тÿпи пысăк.

И.ВЛАДИМИРОВА.

ŸкерчĔкре: автошкул начальникĕн вĕренÿпе производство енĕпе ĕçлекен çумĕ Ю.Иванов тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕ В.Николаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика