02 марта 2011 г.
Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕнче СССР халăх врачне, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачне Ф. Григорьева асăнса тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа медицина ĕçченĕсем хушшинче шывра ишсе мала тухассишĕн ăмăрту ирттернĕ.
Арçынсем хушшинче 50 метра ишсе Р.Салимгереев травматолог, шăл техникĕ И.Семенов, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенчĕ А.Кузьмин малти виçĕ вырăна йышăннă. Хĕрарăмсем 25 метрлă дистанцине тухнă. Чи лайăх кăтарту – поликлиника санитаркин С.Богочайкон. Иккĕмĕш вырăнта – Ямашри пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн врачĕ О.Семенова, виççĕмĕшĕнче – больницăн кадрсен пайĕн пуçлăхĕ Н.Константинова.
Эстафетăра (2 арçынпа 1 хĕрарăм) район администрацийĕн команди (К.Никоноров, А.Кузьмин, О.Семенова) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш кăтарту – поликлиникăра ĕçлекенсен (Р.Салимегереев, Е.Романов, Г.Шашкова). Больница администрацийĕн команди (А.Шашков, А.Константинов, Н.Константинова) финиша виççĕмĕш çитнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.