02 марта 2011 г.
Канаш хулин шалти ĕçсен пайĕн актовăй залĕнче тепĕр хут преступлени тăвасран тата çын вĕлерессинчен асăрхаттарас енĕпе право сыхлавĕн органĕсен ертÿçисен координациллĕ канашлăвĕ иртнĕ. Çак енĕпе хулапа районта лару-тăру мĕнле пулни çинчен Я.Сергеев прокурор тата унăн çумĕ Е.Иванов каласа панă.
Докладсем тăрăх районпа хулан шалти ĕçсен пайĕсен уйрăм пуçлăхĕсем Е.Мурзин, Л.Антонова, С.Филиппова, районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕн çумĕ Л.Любова тата ыттисем тухса калаçнă.