АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксем, пахалăх пирки

02 марта 2011 г.

Район администрацийĕн актовăй залĕнче суту-илÿ сферин организацийĕсене ертсе пыракансемпе канашлу ирттернĕ. Унта куллен кирлĕ продуктсен хакĕсене йĕркелесе тăрассипе тата вĕсен пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров районăн потребительсен рынокĕ иртнĕ çул мĕнле аталанни çинчен каласа панă. Таварсен пахалăхĕ çинче Роспотребнадзор управленийĕн Канаш хулипе ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Л.Немцева чарăнса тăнă. Суту-илÿ организацийĕсен ертÿçисене тата уйрăм предпринимательсене пахалăхĕпе начар продуктсене, вĕсен пахалăхне, сывлăхшăн сиенлĕ маррине, ăçтан кÿрсе килнине çирĕплетнине ĕнентерекен документсемсĕр сутма хушман. Районăн тĕп ветиринари врачĕ А.Степанов апат-çимĕç продукчĕсене магазинсене кÿрсе килмелли йĕркесемпе паллаштарнă. Район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕн ĕçĕсене туса пыракан О.Осипова хаксен мониторингĕн кăтартăвĕсем çинчен каласа панă. Хаксене районăн вăтам кăтартăвĕнчен хăпартса янă суту-илÿ предприятийĕсен ертÿçисене хаксене сăлтавсăр ÿстерме сĕнмен. Потребительсен рынокĕн объекчĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалли çинчен патшалăх пушар сăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Сидоров аса илтернĕ. Экономика секторĕн тĕп эксперт специалисчĕ Т.Смирнова суту-илÿ реестрĕ тата стикерĕ пирки сăмах илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика