02 марта 2011 г.
Уй-хирте шурă юр тем хулăнăш выртать пулин те çурхи ĕçсем пуçланас вăхăт çывхарсах пырать. Çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене планпа палăртнă чухлĕ акса хăварма районта 2156 тонна вăрлăх кирлĕ пулсан, нарăсăн 25-мĕшĕ тĕлне 2451 тонна тĕш тырă вăрлăхĕ хатĕрлесе хăварнă. Анчах та унăн 51,7 проценчĕ кăна патшалăх стандартне тивĕçтерет, тепĕр майлă каласан, акма юрăхлă. Ытти 48,3 проценчĕ таса мар пулнипе кондицие лараймаççĕ.
Супер элита, элита репродукциллĕ вăрлăх пайĕ пĕчĕк, 1,4 процент кăна, 1-4 репродукциллисем – 38,1 проц., массăллă е "ятсăр" вăрлăх вара 56 процент таранах. Чылай хуçалăхра уя çулсерен массăллă репродукциллĕ вăрлăх акăнать.
Ыранхи пирки паян шухăшласа ĕçлекен "Хучель", "Цивиль", "АСК "Канаш", "Канаш", "Нектар", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенчен тĕслĕх илсе ытти хуçалăхсен те ака ĕçĕсем пуçланиччен юлнă вăхăтпа усă курса 1220 тонна тĕш тырра алласа тасатса тивĕçлĕ шая çитермеллех, укçа-тенкĕ тупса пысăк репродукциллĕ вăрлăх туянма тăрăшмалла.
Хатĕрлесе хăварнă вăрлăхăн 36,9 проценчĕ альтернариоз, пăнтăх чирĕсемпе сиенленнĕ, çавăнпа та акас умĕн ăна им-çампа чÿхени вырăнлă. Им-çамсене фитоэкспертиза кăтартăвĕсем çине пăхса туянсан аван, хальхи вăхăтра 588 тонна вăрлăха анализ тунă, вĕсен чирĕсене тупса палăртнă.
Иртнĕ кĕркунне 7150 гектар çинче кĕр тыррисем акса хăварнă, вăл шутра 3891 гектар тулă, 2190 га ыраш, 937 га рапс.
Экономика енчен лару-тăру йывăр пулсан та "Сеспельское", "Мария", "Мотор", Киров ячĕллĕ, "Канаш" хуçалăхсем хăйсен уйĕсене ырашăн, туллăн элита вăрлăхне туянса акса хăварма вăй çитерчĕç.
Хĕл кунĕсем калчасене мĕнле витĕм кÿнине тĕрĕслесе пĕлес тĕллевпе иртнĕ кунсенче калчасене касса кĕрсе ÿстерсе пăхрăмăр. Уйсенче юр сийĕ хулăн, вырăн-вырăн 70-80 см таранах. Кун пек вырăнсенче çĕр пачах та шăнман. Калча тĕмĕленнĕ вырăнта 0-1 градус кăна сивĕ тăрать. Çĕртен 10-15 см çÿлерех пăр сийĕ выртать. Паянхи куна илсен кĕр тыррисен калчисем йĕркеллех, анчах та юр хулăн пулнăран тата тăпра çителĕксĕр шăннăран юр кăвакăшĕпе чирлес хăрушлăх пур.
"Иккĕмĕш çăкăр" вăрлăхĕ районта 934 тонна, палăртнă лаптăка лартса хăварма çителĕксĕр (кирлин 37-40 проценчĕ кăна). Пахалăхне илсессĕн типĕ çĕрĕк чылай, шăтас енне кайнă. Çавăнпа та путвал-управ таврашне уçăлтарсах тăмалла, ăшша 2 градусран ытла ирттермелле мар.
Г.СЕМЕНОВА, "Раççей ял хуçалăх центрĕ" ФПУн Чăваш Енри филиалĕн районти уйрăмĕн агрономĕ.