АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесем. Камсем вĕсем?

02 марта 2011 г.

Эрне кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика, сывлăх сыхлав, физкультурăпа спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ район администрацийĕнче "Нумай ачаллă çемьесене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу парасси" темăпа "çавра сĕтел" ирттерчĕ. Унăн ĕçне комитет председателĕ Ольга Зайцева йĕркелесе пычĕ. "Çавра сĕтеле" район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Геннадий Косолапов, вĕрентÿ управленийĕн начальникĕ Юрий Алексеев, районăн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи, нумай ача амăшĕ Валентина Михайлова, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Борис Семенов, Канаш хулипе районĕнчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен инспектор Лариса Бековец, районти милицин çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ Любовь Антонова, хулапа район прокурорĕн çумĕ Ракып Янтыков, Катек тата Атнаш шкулĕсен директорĕсем Валерий Германовпа Михаил Фролов хутшăнчĕç.

Раççейри нумай регионта "Нумай ачаллă çемьесене пурлăх енчен пулăшу парасси" саккун йышăннă. Пирĕн республикăра кун пекки çук. Çавăнпа та документа хатĕрличчен унта кĕртмелли çивĕч ыйтусене тишкермелле, сÿтсе явмалла, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла, урăхла, çиччĕ виçмелле те тĕрĕс пĕрре касмалла.

Паян "нумай ачаллă çемье" статуса кам тивĕçме пултарни те уçăмлă мар. Вĕсен нимĕнле çăмăллăх та çук. Пирĕн районта паян нумай ачаллă 503 çемье шутланать, вĕсенче 1600 ача çитĕнет. Мĕн пытармалли, çак ушкăнра йĕркесĕр çемьесем те сахалах мар, вĕсенче ашшĕ-амăшĕ ачисене воспитани парассинчен пăрăнать, ашшĕ те, амăшĕ те ниçта та ĕçлеменнисем, ĕçкĕпе туслисем пур.

Çĕршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе темĕнле мера та йышăнаççĕ юлашки çулсенче. Халĕ ав çемьере виççĕмĕш ача çуралсан çĕр лаптăкĕ уйăрса памалли çинчен те йĕрке тухрĕ. Анчах кирлех-и çав çĕр хăш-пĕр çемьене, нумай ачаллисем унпа усă курма май тупаяççĕ-и... – çакăн евĕр нумай ыйтăва хускатрĕç "çавра сĕтел" хушшине пуçтарăннисем. Пысăк çемьере аслисем уйрăлса тухса çурт лартмалла тейĕпĕр, анчах ĕçе пуçласа яма вĕсем кредит пулăшăвĕпе усă кураймаççĕ. Ачасене вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме, эмелсемпе тивĕçтерме, çурт тума çăмăллăхсем пăхмаллах. Çавăнпа çемье пурнăçĕнчи кашни ыйтăвах хускатса тарăннăн тишкерчĕç, çÿлерех асăннă комитет представителĕсем калаçу-тишкерÿ вăхăтĕнче çĕкленĕ ыйту-сĕнÿсене Правительство шайĕнче сÿтсе явма çырса хучĕç.

О.Зайцева "çавра сĕтеле" пĕтĕмлетсе çакна палăртрĕ: "Нумай ачаллă çемьесене пурлăх енчен пулăшу парасси" саккуна хатĕрленĕ чухне çурт-йĕрпе, çемье статусĕпе, çемье культурипе амăшĕн сывлăхĕпе, ачасене воспитани парассипе, вĕрентессипе çыхăннă, ытти çивĕч ыйтусене пайăн-пайăн тĕпчесе тивĕçлĕ йышăну тумалла".

И.ВЛАДИМИРОВА.

ŸкерчĔкре: "çавра сĕтеле" хутшăннă комитет членĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика