11 марта 2011 г.
Уçырма вăтам шкулĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи класс ертÿçисем класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерчĕç – уçă класс сехечĕсем пачĕç. Кашниех паянхи пурнăçра çивĕч тăракан ыйтусене уçса пама, кирлĕ шухăша ачасем патне çитерме тăрăшрĕç. Сывлăх, наркомани сиенĕ, çемьери çитĕннисемпе ачасем хушшинчи хутшăнусем, професси суйласа илесси, чăваш çынни тĕнче уçлăхне çул хывни, çут çанталăкри пулăмсемпе тĕлĕнтермĕшсем, халăхсен туслăхĕ, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи – çак темăсем тĕпре пулчĕç "мастер-класра". Урок-сехетсене 1–11-мĕш классенче 25 вĕрентекен ирттерчĕ. Пĕр-пĕрин ĕçне хаклакансем учительсем хăйсемех пулчĕç.
Аслă Мами пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Кузнецова йыхрав тунипе эпĕ те класс ертÿçисем паракан мастер-классене курма пултартăм. Çак шкултах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Ефимовăпа иккĕшĕ 9-мĕш класра "Интереслĕ çынсемпе ирттернĕ тĕл пулу" класс сехечĕ ирттерчĕç. Çав "интереслĕ çынсен" шутне мана та кĕртнĕ хайхисем. Тавах вĕрентекенсене тата вĕренекенсене!
Хаçатра, радиора, телевиденире хамăр мĕн ĕçлени çинчен каласа кăтартрăмăр ачасене. Мансăр пуçне тĕл пулăва телевиденин Канашри студийĕн корреспонденчĕ Олеся Григорьева тата райадминистрацин халăхпа çыхăну тытакан тĕп специалисчĕ Галина Германова хутшăнчĕç. Питĕ килĕшрĕç мана тăххăрмĕшсем: вĕсем урокра хăйсене епле тытнипе кăна мар, çав тери пултаруллă ачасем вĕренеççĕ ку класра. Чи малтан, тăрăшса вĕренекенсем нумай. Иккĕмĕшĕнчен, ачасем чĕрĕ, юрлама, ташлама, текста е сăвва тĕлĕнмелле илемлĕ вулама (тепĕр конферансье вĕсене çитеймест) ăста. Уçырма хулапа юнашар пулнăран вырăсланас туртăм пур-ха кунта, анчах тăххăрмĕшсем чăвашла таса калаçни чăн-чăнах савăнтарчĕ.
Катек вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, 11-мĕшсен класс ертÿ-çи Татьяна Васильева И.Я.Яковлев халалĕсене, Г.Н.Волков вĕрентĕвне тĕпе хурса çак класра "Çын пул! Чăваш ятне ан çĕрт!" уçă мероприяти ирттерчĕ. Икĕ шкулăн 11-мĕш класĕсенче вĕренекен хĕрсемпе яшсен тĕл пулăвне йĕркелерĕ Татьяна Ильинична. Катексем чăваш тумĕпе килнĕ. Çав тери илемлĕ. Вĕсем Иван Яковлевич чăваш халăхне панă çичĕ халала каларĕç, уçырмасем ваттисен сăмахĕсен шухăшне уçса пачĕç. Катексем илемлĕ пултарулăха, поэзие, тĕпчев ĕçне ытларах кăмăллаççĕ, уçырмасем спортра пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Николай Осипов (Катек) республикăра кăна мар, Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче малти вырăнсене пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Çак кунсенче вăл Йошкар-Ола хулинче иртекен конкурсра пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Саша Смолова нумай пулмасть Чăваш телевиденийĕпе калаçтарнăччĕ. Вăл тарăн шухăшлă сăвăсем çырать, чуна пырса тивмелле вулать. Кашни ачанах мĕн енĕпе те пулин талант пур, анчах чылай чухне эпир хамăрăн пултарулăха, пĕлĕве кăтартма, уçса пама пĕлместпĕр. Çитĕннисем çав ене вăхăтра асăрхаса ăна малалла аталантарма пулăшсан вара питех те аван.
Паллах, пурин урокне те пырса кураймарăм. Хам вĕреннĕ шкулти, хамăр ялтан тухнă вĕрентекенсен ĕçĕпе паллашас кăмăлăм пысăкчĕ. Ан кÿренччĕр ыттисем пирĕн ятсене çырман тесе. Вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Надежда Петрова класс ертÿçисен фестивальне пĕтĕмлетсе пурин ĕçне те "пиллĕк" паллăпа хакланине каларĕ. Апла вĕрентекенсен мероприятие хатĕрленнĕ май хăш-пĕр каçсене куç хупмасăр ирттерни, пăшăрханни, кулленхи ĕçре усă курма çĕнĕ меслетсем шыраса тупни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни, хăйсене валли мĕн те пулин кирли илни усăсăр пулмарĕ-тĕр. Çавăнпа та Надежда Егоровна пурне те район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.