АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннене суйламаççĕ

11 марта 2011 г.

Март уйăхĕн пуçламăшĕнчи пысăк уяв умĕн районти нумай ачаллă хĕрарăмсен хушшинче "Хĕрарăма мухтар" конкурс иртрĕ. Çичĕ ял тăрăхĕнчен килнĕ сакăр анне хутшăнчĕ унта. Пĕринчен тепри çепĕç, ĕçчен, ăста, пултаруллă, илемлĕ. Уява уçнă май пухăннисене райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – социаллă аталану пайĕн ертÿçи Константин Никоноров саламларĕ. Ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса, воспитани парса ÿстерме сывлăх сунчĕ. Вара хĕрарăмсем конкурс программи тăрăх пĕрин хыççăн тепри хăйсемпе паллаштарма пуçларĕç.

Вăтапуçĕнчи Елена Григорьева мăшăрĕпе виçĕ хĕр çитĕнтерет. Çак илемлĕ хĕрарăм аллинче кирек мĕнле ĕç те çыпăçуллă пулать. Мăшăрĕпе 20 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Карăклăри Елена Георгиева ялти шкул хыççăн Шупашкарти педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Ялти ача садĕнче заведующи пулса ĕçлет. Туслă мăшăр 4 ачана çутă кун парнеленĕ. Сиккассинчи Ольга Кузьмина – музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ çын, педагог. Ялти культура çуртĕнче ĕçлет. Вăл хăйĕн çепĕç сассипе районта пурăнакансене кăна мар, республикăра, Волгоград, Тутарстан тăрăхĕсенче пурăнакан ентешсене те тĕлĕнтернĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Чулкăмака библиотекин заведующийĕн Надежда Павлован вара пилĕк ача. Ку çемьене чылайăшĕ пĕлет-тĕр. Павловсен çемйи конкурссене час-часах хутшăнать. Сиккасси ялĕнчи социаллă ĕçченĕн Любовь Мухинан çемйинче çичĕ ача. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те ватă çынсене пăхаççĕ. Уçырмари Надежда Мартынова виçĕ ача амăшĕ. Çемьери пысăк çухату хыççăн ачасене пĕччен ура çине тăратма çăмăл мар пулин те, Надежда Никитична пуç усмасть. Ăста çĕвĕç ĕçре, ачисемпе чунне пусарать. Музыка енĕпе пĕлÿ илнĕ. Елена Николаева Вăрăмпуçĕнче фельдшер пулса ĕçлет. Тăватă ача амăшĕн пĕр пушă вăхăт та çук-тăр.

Унтан аннесем ал ĕç ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем пурте алсиш-нускирен пуçласа кĕпе-тумтир таранах çыхаççĕ, чечек ÿстерме юратаççĕ, çуллахи вăхăтра пулла çÿреме кăмăллакансем те пур. Кузьминсемпе Павловсен, Георгиевсен, сăмахран, чăн-чăн çемье ансамблĕсем пур.

Апат-çимĕç хатĕрлемелли конкурса мĕн кăна пĕçерсе килмен хĕрарăмсем: хуплу, тĕрлĕ салат, ăшаланă аш... Илемлĕ пултарулăх конкурсĕнче те тĕлĕнтерчĕç аннесем. Ăмăртусем хушшинчи тăхтавсенче районти культура çурчĕн ĕçченĕсем çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.

Жюри – райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Константин Никоноров, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Валентина Михайлова, районăн тĕп врачĕ Рената Федорова, социаллă аталану пайĕн культура секторĕн ертÿçин ĕçĕсене пурнăçлакан Лия Арсентьева – аннесен пултарулăхне тĕрлĕ номинацире хакларĕ: çепĕç, спортпа туслă, ĕçчен, хастар, яваплă, илĕртÿллĕ, ырă кăмăллă. Çĕнтерÿçĕ ятне Сиккассинчи Ольга Кузьмина тивĕçрĕ.

Çак мероприятие социаллă хÿтлĕх пайĕ йĕркелерĕ. Ăна ирттерме Герман Иванов, Юрий Иванов уйрăм предпринимательсем, Канашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ К. Герберг спонсор пулăшăвĕ кÿнĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика