11 марта 2011 г.
Иртнĕ кĕçнерни кун район администрацийĕнче культура ĕçченĕсен семинар-канашлăвĕ пулчĕ. Унта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Фошин, райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Канашлăва культура секторĕн ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан Лия Арсентьева йĕркелесе ертсе пычĕ. Вăлах районта культура ĕçĕ-хĕлĕ 2010 çулта мĕнле йĕркепе пурнăçланса пыни çинчен тулли отчет турĕ.
Районта паян 70 культура учрежденийĕ, вĕсенчен 30-шĕ – культура çурчĕсем, ял клубĕсем – 29, Шаккăл, Хучел, Аслă Мами ялĕсенче вĕренÿпе культура центрĕсем, Кăшнаруйпа Катек фольклор пултарулăх çурчĕсем, Уçырма культурăпа кану, Сиккассинчи илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕсем, Çеçпĕл тата районти культура çурчĕсем, куçса çÿрекен икĕ автоклуб. 2010 çулта Сиккассинчи культура учрежденине юсаса пĕтернĕ. Ку тĕллевпе 1 млн та 919 пин тенкĕ тăкакланă, çав шутран 959700 тенки – республика бюджетĕнчен. Унсăр пуçне культура çурчĕсенчен чылайăшне юсанă, çĕнĕрен хута янисем те пур. Тĕслĕхрен, Чулкăмакара, Сухайкассинче. "Ку таранччен клубсене хупнă тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра пулман. Çавăнпа та тĕп тĕллев – культура учрежденийĕсене тулли вăйпа ĕçлеттересси. Вĕсене ячĕшĕн кăна уçса хупни пулмалла мар. Ялта çамрăксем çук пулсан ветерансене, вăтам ÿсĕмрисене явăçтармалла: спектакль хатĕрлесе лартма, фольклор ушкăнĕ йĕркелеме майсем пур вĕт", – терĕ Владислав Васильевич.
Районти тĕп библиотека заведующийĕ Лариса Герасимова хăйĕн докладĕнче вулавăшсенче кĕнеке фончĕ çулсерен ÿссе пынине палăртрĕ. Иртнĕ çул кĕнекесен шучĕ 428013 экземпляра çитнĕ. Çакă республикăри ытти районсемпе танлаштарсан чи лайăх кăтарту. Çулталăк тăршшĕпех библиотекăсенче "Компьютер тата эпĕ" компьютер пĕлĕвĕн шкулĕсем ĕçленĕ. Занятисем эрнере икĕ хутчен иртнĕ. Унта шкул ачисем те, ĕçсĕррисем те, студентсем те, пенсионерсем те çÿренĕ.
Семинарта çавăн пекех Асхва тĕслĕх библиотекин, Шăхасанти культура çурчĕн заведующийĕсем Оксана Александровăпа Любовь Сергеева, Сиккассинчи ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Надежда Глухова отчет турĕç.
Министр çумĕ В.Фошин районта культурăна аталантарас тĕллевпе пысăк ĕçсем тунине, паллах, ырларĕ. Анчах та культура учрежденийĕсенчен хăшĕ те пулин грантсене хутшăнса ĕçсем тăратать-и; Грантсем çĕнсе илни ĕçре пысăк усă тата пулăшу парать терĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов илемлĕ пултарулăх коллективĕсем хăйсен ăсталăхне ÿстерсе пынине, сиккассисем хыççăн шелттемсем, катексем, ямашсем туртăнма пуçланине палăртрĕ. Культура ĕçченĕн пуçаруллă, ырă тĕслĕх кăтартакан, йĕркелÿçĕ пулмалла. Çавăн чухне вара ял культури те ÿсĕ терĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.