11 марта 2011 г.
![Асран кайми тĕл пулу Асран кайми тĕл пулу](../Home/588//2011/03/26-27/dsc04705.jpg)
Канашра ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Паттăрĕ Н.Бударин космонавт-тĕпчевçĕ пулнă.
Чи малтанах вăл хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Р.Мясниковпа тĕл пулнă. Родион Алексеевич хаклă хăнана Канашăн социаллă пурнăçĕн тата экономикин аталанăвĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех вăл Космонавтика çулталăкĕпе килĕшÿллĕн туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Кашни шкултах çамрăк космонавтсен отрячĕ пур. Вĕсем космонавтика музейĕсене çÿреççĕ, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Хулари библиотекăсенче космос темипе куравсем, презентацисем, видеоуроксем тата ытти тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Чăваш Ен тивĕçлипех çĕршыв историйĕн чаплă страницисене çырăннă ывăл-хĕрĕпе мутанать. Виççĕмĕш космонавтăн А.Г.Николаевăн ячĕ чăваш çăварĕнчен хăпма пĕлмест. Тĕл пулу вĕçĕнче Р.Мясников Николай Михайловича хулари ал ăстисем хатĕрленĕ парнесене панă.
Хулари 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн конференц-залне кадетсен класĕсенче вĕренекенсем тата çамрăк космонавтсен отрячĕсем пухăнчĕç. Постра тăракан кадетсем хаклă хăна килсе çитни çинчен пĕлтерсен пурте шăпланчĕç. Часах зала Н.Бударин космонавт, хула администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан А.Кавтазеев тата шкул директорĕ М.Димитриев кĕчĕç. Кадетсен ротин командирĕ В.Шакуров Раççей Геройне кадетсемпе çамрăк космонавтсем тĕл пулăва хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Вĕренÿре малта пыракан кадетсен ушкăнĕ хăнапа сăн ÿкерĕнчĕ. Космос паттăрĕ тата унпа килнисем сĕтел хушшине вырнаçсан тĕл пулăва ертсе пыракан И.Гараев кадет Н.Бударина халалланă презентацине уçма Н.Даниловăна ирĕк пачĕ. Николай Михайловичăн ачалăхĕ Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче иртнĕ. Наташа унăн биографийĕпе паллаштарчĕ, космонавтикăри паллă ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Презентаци космонавтсен хăйне евĕрлĕ гимнĕ пулса тăнă "Земля в иллюминаторе" юрра юрланипе вĕçленчĕ.
Николай Михайлович космонавтсен йывăр та нумай енлĕ ĕçĕ çинчен каласа паракан вунă минута пыракан документлă фильм кăтартрĕ. Ачасем вăл космонавта мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панине интересленсе итлерĕç. Н.Бударин тĕнче уçлăхĕнче виçĕ хутчен пулнă. Унпа пĕрле француз та, американец та вĕçнĕ. Калаçу вăхăтĕнче вăл залран панă ыйтусене хуравларĕ. Хăна хулари çамрăк космонавтсен отрячĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленчĕ. Çакăн çинчен ачасен пултарулăхĕн çурчĕн методисчĕ Е.Волкова каласа пачĕ.
Калаçу пынă вăхăтра фотоĕçе юратакансем кадетсемпе ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕкрен хитре кăна календарь хатĕрленĕ. Унăн пĕр кĕтесне скафандр тăхăннă Н.Бударин космонавт-тĕпчевçе вырнаçтарнă. Николай Михайлович ачасем ыйтнипе кашни календарь çине автограф çырса пачĕ. Еплерех савăнчĕç çакăншăн кадетсем: ĕмĕр асăнмалăх-çке-ха!
– Çамрăк тусăмсем! Лайăх вĕренĕр, кружоксене, секцисене çÿреме тăрăшăр, пĕлĕвĕре ÿстерсех, тавра курăмăра анлăлатсах пырăр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнăр, спортран ан ютшăнăр, – терĕ тĕл пулу вĕçĕнче Николай Михайлович.
Космос улăпĕ паянхи тĕл пулупа кăмăллă пулни çинчен хисеплĕ хăнасен кĕнекинче ăшă сăмахсем çырса хăварчĕ, ачасемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ.
Çав кунах Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Паттăрĕ Н.Бударин космонавт Канашри интернат шкулта пулчĕ, ачасен пултарулăхĕн çуртĕнче хулари çамрăксен активĕпе тĕл пулчĕ. Кунта сăмах Раççейри космонавтикăн ку чухнехи тапхăрĕпе çыхăннă ыйтусене мĕнле татса пани, космонавтсен отрядне лекмелли условисем тата çамрăксен проблемисем çинчен пычĕ.
Ăшшăн ăсатса ячĕç канашсем Мускавран килнĕ чаплă хăнана. Н.Бударина Канашри ăшă тĕл пулусене чăваш тумĕ тăхăнтартнă пуканесем, "Канаш" тата "Канаш ен" хаçатсем аса илтерĕç. Вĕсене Николай Михайловича чĕререн тухакан ытарлă сăмахсем каласа, унпа чĕререн мухтаннине пĕлтерсе парнеленĕ-çке-ха.
В.АЧЧА.
ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: асăнмалăх кадетсемпе.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.