11 марта 2011 г.
Республикăра Пĕтĕм Раççейри çамрăк суйлавçăсен кунне "Çамрăксене шанмалла" девизпа ирттернĕ. Çамрăксене суйлав çинчен ытларах пĕлме, суйлава хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕплĕнрех ăнланма пулăшас тĕллевпе марафон ирттерме йышăннă. Вăл Уçырмари культура çуртĕнче пуçланнă.
Районти суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева çак енĕпе ирттерме палăртнă мероприятисене активлăрах хутшăнма йыхăрчĕ, право культурине ÿстерсе пыма чĕнсе каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕлтернĕ тăрăх, суйлав мĕнле иртесси çамрăксенчен нумай килет. Мĕншĕн тесен районти суйлавçăсене виççĕмĕш пайĕ – 18-35 çултисем.
Ял тăрăхĕсенчи çамрăксен командисем сцена çинче хăй сен пултарулăхне, суйлав вĕсен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни çинчен ăмăртмалла тенĕ пек кăтартса пачĕç.