11 марта 2011 г.
![](../Home/588//2011/03/26-27/sam_0213.jpg)
Мартăн 6-мĕшĕнче ача-пăча сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерьти йĕлтĕр йĕрĕ çинче Чăваш Республикинчи патшалăх власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен Х Физкультурăпа спорт спартакиадин ăмăртăвĕсем иртрĕç.
Йĕлтĕрçĕсен тупăшăвне ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев, Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Вениамин Петров, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Вĕсем спорт уявне килнисене ăшшăн саламларĕç, çивĕч кĕрешÿре çĕнтерме ăнăçу сунчĕç.
Ăмăртусем VIP - стартран пуçланчĕç. Кунта хĕрарăмсен хушшинче культура министрĕ Роза Лизакова çĕнтерчĕ.
Ĕç тăвакан власть органĕсен чупăвĕнче Минспорт команди – пĕрремĕш, Минюст – иккĕмĕш, Ял хуçалăх министерствин команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Чăваш Енри ĕç тăвакан влаçăн федераци территори органĕсен хушшинче ШĔМ команди мала тухрĕ. Федерацин Налук службин управленийĕн йĕлтĕрçисем иккĕмĕш пулчĕç. Айăплава пурнăçлакан федераци службин управленийĕн команди – виççĕмĕш вырăнта.
Хула-район администрацийĕсенче ĕçлекенсен ăмăртăвĕнче Вăрнар район команди çĕнтерчĕ. Хĕрлĕ Чутайсем – иккĕмĕш, Канаш районĕн команди виççĕмĕш вырăнсене йышĕнчĕç.
Спорт уявĕ унта хутшăннă кашни çынна иксĕлми хавхаланупа асра юлакан самантсем парнелерĕ.
А.ВЛАДИМИРОВ.
ŸкерчĔкре: Р.Лизакова министра çĕнтерÿçĕ медалĕпе чыслаççĕ.