АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Зал тутар юрри-кĕввипе тулчĕ

11 марта 2011 г.

Республикăра тутар эстрада юррисен регионсенчи "Урмай моны" ("Урмаел ялĕн юррисем") ХХIV фестивалĕ иртнĕ. Вăл нарăсăн 25-мĕш кунĕнче Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче уçăлнă. Тепĕр кунне Канашра гала-концерт пулнă. Фестиваль учредителĕ – Чăваш Енти тутарсен наципе культурин автономийĕ. Ăна пулăшаканĕсем – Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Тутар Республикин Культура министерстви, Комсомольски районĕн тата Канаш хулин администрацийĕсем, Тутар наци конгресĕн ĕçтăвкомĕ, тутар ялĕсен Пĕтĕм Раççейри ассоциацийĕ, "ТРК "Новый Век" акционерсен уçă пĕрлĕхĕ. Мероприятин тĕллевĕ – наци культурине аталантарасси тата пуянлатасси, Чăваш Республикинче тата Раççейĕн ытти регионĕсенче çамрăк талантсене тупса палăртасси тата вĕсене пулăшасси. Фестивалĕн кăçалхи конкурс программине тутар эстрада юррине юрлакансем икĕ номинаципе (10-17 тата 18-30 çултисем) 46-ăн хутшăннă. Вĕсем – Чăваш, Пушкăрт, Тутар, Удмурт, Мари Республикисенчен, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчен, Мускав хулинчен. Гала-концерта хутшăнакансене тата куравçăсене Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ М.Краснов, Чăваш Енти тутарсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Р.Гадельянов, автономи канашĕн председателĕ Ф.Гибатдинов, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Усманов саламланă.

"Урмай моны" тутар эстрада юррисен Фестивалĕн Гран-прине Хусанта пурăнакан Игорь Дмитриев çĕнсе илнĕ. Чăваш Енти тутарсен наципе культура автономийĕ пултарулăхĕпе палăрнă юрăçсене парнесем парса хавхалантарнă.

В.СНЕЖКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика