11 марта 2011 г.
![Пĕрле çыхăнса ĕçлеме Пĕрле çыхăнса ĕçлеме](../Home/588//2011/03/26-27/13.jpg)
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Енти аслă вĕренÿ заведенийĕсен союзĕн председателĕ, республика Президенчĕн советникĕ, университет ректорĕ В.Агаков профессор, Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов, вăтам пĕлÿ тата ятарлă специальность паракан колледжсенче тата вăтам шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă.
В.Агаков залра ларакан çамрăксене университетри факультетсемпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕренме кĕмелли условисемпе паллаштарнă, ыйтусене хуравланă. Хула тата район администрацийĕсемпе университет пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме килĕшÿсем тунă. Унпа килĕшÿллĕн администрацисен заявкисене тĕпе хурса шкултан вĕренсе тухакансене вĕренме кĕме хатĕрлĕç, хальхи пурнăçра кирлĕ специалистсем хатĕрлессине лайăхлатĕç.
В.АЛЕКСЕЕВ.
ŸКЕРЧĔКРЕ: ректор университечĕ В.Агаков тата райадминистраци пуçлăхĕ В. Софронов килĕшÿ çине алă пусаççĕ.