АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв-шур тапранать, салтака кайма ят тухать

11 марта 2011 г.

Район администрацийĕнче тĕрлĕ служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов ертсе пычĕ. Кун йĕркинче – тăватă ыйту, пиллĕкмĕшĕ йăлана кĕнĕ тăрăх – кулленхи тĕрлĕ ыйту.

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов иртнĕ çулхи кĕрхи призыв мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Раççей Çарне 307 çамрăка ăсатнă, çак йышран 142-шĕ – пирĕн районтан. Пĕр каччă пирки Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăннăшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Ака уйăхĕнче салтака кайма ят тухнисене медицина комиссийĕ витĕр кăларса çар чаçĕсене яма пуçлаççĕ. Сывлăх енчен юрăхсăррисенчен ытларах пайĕ психика енчен сывă мар, вар-хырăмпа, нервпа чирлĕ, лапа ураллă. Юрий Витальевич çурхи призыв вăхăтĕнче те ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе яланхиллех яваплăха туйса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн физкультура секторĕн заведующийĕ В.Ильин иртнĕ çулхи физкультурăпа массăллă тата сывлăха çирĕплетмелли ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Пирĕн ентешсем республикăра, Раççейре, тĕнчере иртекен ăмăртусенче курăмлă çитĕнÿсем тăваççĕ. Пĕлтĕр Карăклă хĕрĕ Н.Федорова юниорсен Европа чемпионатĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Будапештра иртнĕ тĕнче ăмăртăвĕнче Надя иккĕмĕш, районти спорт шкулĕн воспитанникĕ А.Афанасьев виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Чакаç вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен К.Тихонова 1992 çулта тата унтан каярах çуралнă хĕрсем хушшинче армспорт енĕпе Европа чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Шăхасанти Д.Семеновпа Асхвари А.Иванов ирĕклĕ майпа кĕрешсе Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Çĕнĕ Шелттемри К.Ильин кире пуканĕ йăтса, Уçырмари Е.Тарасова кĕрешсе спорт мастерĕн кандидачĕсем пулса тăнă. Районăн çăмăл атлетсен, йĕлтĕрçĕсен, футболистсен, волейболистсен, хоккеистсен пĕрлĕхлĕ командисем республикăра пĕрре мар призерсен йышне кĕнĕ.

Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçĕ пирки хĕрÿ калаçу пулчĕ. Ăна тытса тăма бюджет укçи-тенки самаях тăккаланать. Çав хушăрах комплекс тума пултаракан ĕçсен тиевĕ 40 процент кăна. Шăхасанта 3,5 пин çын пурăнать. Сывлăхне ФСКна çирĕплетме çÿрекенсем вара пурĕ те 25-ĕн çеç. Нумаях пулмасть Çĕрпÿ хулинче те çакăн пек комплекс уçăлчĕ. Красноармейски тата Çĕрпÿ районĕсенчен Шăхасана çÿренисем малашне хăйсем пурăнакан вырăнтан инçех мар ларакан ФСКна, Çĕрпÿне эппин, юратнă спортпа киленсе кăмăлĕсене тултарма кайĕç. Тата çакна та асăнса хăвармалла: районтан спорт керменне çÿрекенсем сахаллăн. Вăрнарпа Тăвай енĕсенчен килекенсен хисепĕ вара пĕчĕкех мар.

Социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева районти культурăпа кану учрежденийĕсем тÿлевлĕ йăла пулăшăвĕсем мĕн чухлĕ пани çинчен каласа пачĕ тата ял тăрăхĕсем культурăпа массăллă мероприятисене епле хутшăннине тишкерчĕ. Тÿлевлĕ мероприятисем йĕркелес енĕпе Карăклă, Ухман, Чакаç, Шелттем, Энтрияль тата Ямаш ял тăрăхĕсем лайăх ĕçленине палăртрĕç. Пайкилт, Ăвăспÿрт Кипеч, Вăрăмпуç, Сухайкасси, Хучел, Шаккăл ял тăрăхĕсем пирки вара начаррине кăна калама тивет. Районта иртекен мероприятисене уйрăмах Ямаш, Сиккасси, Çеçпĕл ял тăрăхĕсем хастар хутшăнаççĕ. Пайкилт, Çĕнĕ Чалкасси, Сухайкасси, Чакаç, Шаккăл ял тăрăхĕсен вара активлăха ÿстермелле.

Культурăпа кану учрежденийĕсем мĕнле ĕçленине час-часах рейдсем ирттерсе тĕрĕслеççĕ. Юлашки вăхăтра йĕркеленĕ 40 рейдран 18-ĕшĕнче акт çырнă. Тĕрĕсрех каласан вĕсем хупă пулнă. Канмалли кунсенчи каçсенче культура çурчĕсенче дежурствăна тухмалли графика ячĕшĕн çеç хатĕрленĕ е вăл пачах та çук. Дружиниксем те куç тĕлне пулманпа пĕрех.

Тавралăха çуркунне шăрши çапрĕ. Часах шыв-шур тапранĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн эксперт специалисчĕ В.Чернов район территоринче çурхи ейĕве мĕнле хатĕрленни çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе план хатĕрлесе çирĕплетнĕ, задачăсене те палăртнă. Вырăнти бюджет шучĕпе Сиккассинчи, Карăклăри, Матьшÿри, Микушкари, Çĕнĕ Мамири тата Мăкăрти эрозие хирĕç кĕрешмелли плотинасене тĕпрен юсама проектпа смета документацийĕ хатĕрленĕ. Лавĕ вырăнтан тапраннă ĕнтĕ.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл асăннă çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе конкретлă мерăсем йышăнма хушса хăварчĕ. Кăçал пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене пурне те пусă çаврăнăшне кĕртмелли çинчен каларĕ. Ку ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Чылай ял тăрăхĕнче инвестор тупăннă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика