АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыснасен Африка чуми çывхарсах пырать

25 февраля 2011 г.

Хальхи вăхăтра сыснасен Африка чумин вирусне республикăна илсе килес хăрушлăх питех те пысăк, мĕншĕн тесен нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче çак чире Чулхула облаçĕн Дзержинск хулинчи пĕр уйрăм хушма хуçалăхра тупса палăртнă. Чулхула облаçĕнчи Лысково районĕ вара шăпах иккĕмĕш хăрушлăх зонине кĕрет, çитменнине вăл пирĕн республикăпа чикĕленет. Иртнĕ çулта Раççейре çак чирпе нумай сысна тата хир сысни аптăранине шута илнĕччĕ. Кун пек тĕслĕхсем ытларах Кăнтăр тата Çурçĕр Кавказ тăрăхĕсенче пулнă. Сыснасен Африка чумин вирусĕ çавăн пекех Ленинград, Ростов, Краснодар тата Волгоград облаçĕсенче те хăйĕн çинчен аса илтернĕччĕ.

Çак вирус çинчен чи малтанах мĕн пĕлмелле-ха; Сыснасен Африка чуми – сарăлакан чир, унпа килти тата хир сыснисем аптăраççĕ. Вирус çурасене те, çитĕнсе çитнĕ выльăха та тиркемест. Сыватма май çуккипе вĕсем пурте вилеççĕ. Сыснасен Африка чумин вирусĕ температура улшăннинчен "хăрамасть", кунта аша типĕтнине, шăнтнине кĕртме пулать. Аш пăсăлса çĕрме тытăнсан та унта пĕр чăрмавсăрах упранать вăл. Вирус "ĕмĕрĕ" аш-какайра 5-6 уйăх таран тăсăлма пултарать.

Çак инфекцие чирлĕ тата вилнĕ сыснасем сараççĕ. Чирлесе ирттернĕ сыснасем вируса чылай вăхăт хушши "йăтса" çÿрекенĕсем пулса тă-раççĕ. Сывă выльăха инфекци чирлисемпе хутшăнăва кĕрсен ерет (суранлатнă лăймака сий, ÿт тата сывлав çулĕсем урлă). Вирус çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх апачĕ урлă, аш, ашран хатĕрленĕ апат, юн, каяш, выльăха пăхакан савăт-сапа тата ытти хатĕр урлă та лекет. Сыснасен Африка чумине чылай чухне чирлĕ выльăх çинче пулнă хурт-кăпшанкă тата пыйтă таврашĕсем те сарма "пулăшаççĕ".

Вирус ерсен сыснан ÿт температури 41,5 - 42 градус таран хăпарса каять. Вăл апат çими пулать, тăтăшах шыв ĕçет, чĕкĕрме тытăнать (хăш-пĕр чухне каяшĕ юнлă). Пĕтĕ амасем хырăм пăрахаççĕ. Чирлĕ сысна сăмсинчен юн каять, нерв тытăмĕ пăсăлать. Хырăмĕ, хăлхи тата ытти тĕлти ÿт хура-хĕрлĕ лаптăксемпе витĕнет, çак пăнчăсем вĕсем çине пуссан та шуралмаççĕ. Тепĕр 7-10 кунтан выльăх вилет.

Сыснасен Африка чуминчен сыватмалли меслет паянхи куна çук, вирус тупăнсан сыснасем пуçĕпех вилсе пĕтеççĕ. Çынна тата ытти выльăх-чĕрлĕхе çак инфекци сиен кÿмест. Анчах та экономикăна самаях хавшатма пултарать.

Сыватма май çуккипе эпизооти "вучахне" лекнĕ сыснасене пурне те çунтарса яраççĕ. Пĕрремĕш хăрушлăх зонине лекнĕ выльăхсене (ку таврари 20 км радиус таран) пусаççĕ. Иккĕмĕш хăрушлăх зонинче (эпизооти "вучахĕнчен" 150 км таран) ятарлă чару мероприятийĕсем кĕртеççĕ.

Чире сарăлма парас мар тесен мĕн тумалла-ха? Чи малтанах, сысна фермисемпе комплекссене хупă режимпа ĕçлеттерме тытăнмалла. Тавралла 2 метр çÿллĕш карта тытса çавăрмалла, хапха тĕлĕнче дезбарьер вырнаçтармалла (унăн тăрри пулмалла, сивĕсенче ăна ăшăтса тăмалла).

Сыснасене уçăлтарма илсе тухмалла мар. Выльăх апатне, çитериччен, маларах вĕретсе илмелле. Сыснасене туяннă тата выльăх апачĕ илнĕ чухне ветеринарин ятарлă докуменчĕсем пулмалла. Выльăх хăйне иккĕленÿллĕ тытма пуçласан çийĕнчех ветспециалистсене пĕлтермелле. Сыснасен тата хир сыснисен ашне ветсанэкспертиза витĕр кăлармалла. Фермăсенчи сыснасене тăтăшах тĕрĕслеттерсе тăмалла. Унти пÿлĕмсене час-часах дезинфекцилемелелле, йĕке хÿре тата шăши таврашĕсемпе кĕрешмелле. Тислĕке ятарлă вырăна хурса пымалла.

А.СТЕПАНОВ, районти тĕп ветврач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика