АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çук, çил мар...

25 февраля 2011 г.

Шухăша путса ирччен

Çÿçенсе выртап пĕччен,

Шăннă пилеш турачĕ

Шак! шаккать пÿрт

кантăкне.

Хуйхă курчĕ-çке Петĕр

Çак вăхăтра, шăп пĕлтĕр,

Çил-тăманлă кунхине

Пытарчĕ хăй мăшăрне.

"Петĕр, Петĕр, ан çывăр,

Мана сансăр пит йывăр,

Ман пата эс тух-ха, кил", –

Уласа вĕрет сив çил.

Çил ачийĕ – вăлах-ши;

Мана чунтан чĕнет-ши;

Çук, çил мар,

мăшăр чунĕ

Куçа курăнать сăнĕ.

Урнă çил юххи пулса

Шак шаккать вăл уласа:

"Ан хăрат-ха, мăшăрăм,

Эс лăплан, лăплан чунăм.

Ыйхă вĕçрĕ ирчченех,

Шăппăн выртрăм пĕчченех,

Кăвак шуçăм йăл кулсан

Шаккамарĕ кантăкран.

Михаил ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика