АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта эсĕ, механизатор?

25 февраля 2011 г.

Чăваш Ен Правительстви ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн мерăсем йышăнать пулин те (газ, хытарнă çулсем, ĕçмелли таса шыв, федерацин "Ялăн социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пулăшни) агропромышленноç комплексĕн организацийĕсенче квалификациллĕ кадрсем çав-çавах çитмеççĕ. Шăпах çак çивĕч ыйтăва сÿтсе явнă ЧР Ял хуçалăх тата Вĕренÿ министерствисен представителĕсем, професси училищисен директорĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем "çавра сĕтеле" пухăнсан.

Вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем (аграри профилĕллисем) федераци бюджечĕн укçи-тенкипе усă курса çулсеренех 600 ытла специалист хатĕрлеççĕ, вĕсенчен 80 проценчĕ ĕçе вырнаçать (техникум-академи кăтартăвĕсем тăрăх). Анчах районсен администрацийĕсем çирĕплетнĕ тăрăх ятарлă пĕлÿ илнисен 8 проценчĕ çеç ял хуçалăх организацийĕсене каялла таврăнать иккен. Аграри вĕренÿ заведенийĕсенче контрактпа килĕ-шÿллĕн çулсеренех 100 çынна вĕрентсе хатĕрлеççĕ, çав шутран 17 проценчĕ – ял хуçалăх организацийĕсене. Çакнашкал лару-тăру хуçаланнин сăлтавĕ – ĕç паракансен тата диплом илнисен право яваплăхĕ пĕчĕк пулни, вĕсем контракт условийĕсене пăнси.

Чăвашстат кăтартăвĕсене ĕненес тĕк 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри агропромышленноç комплексĕн организацийĕсенче 34,562 пин çын ĕçленĕ. Районсен администрацийĕсен оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне АПК тытăмĕнче 381 ваканси шутланнă, çав шутран 47 проценчĕ – специалистсен. Рабочи профессийĕсен вакансийĕсен хушшинче ытларах механизаторсем (35 процент) кирлĕ иккен. Сăмах май, сирĕн ял хуçалăхĕнче ĕçлес кăмăл çуралчĕ; Ăçта мĕнле ваканси пуррине ЧР Ял хуçалăх министерствин тата райадминистрацисен официаллă сайчĕсенче тупма пулать. Унтах шалу виçине те, пурăнмалли условисем пирки те палăртнă.

Био- тата нанотехнологисемпе, пысăк тухăçлă ял техникипе, ресурссене перекетлекен технологисемпе усă курма тытăннăран ял хуçалăхĕнче те инноваци шухăшлавĕллĕ специалистсем кирлĕ. Çавна май аграри вĕренÿ учрежденине пĕтернĕ çамрăкăн инноваци техникипе, аграри производствин технологийĕсемпе чăн-чăн ăста пек ĕçлеме пултармалла. Ĕнерхи студентăн вăл е ку отрасль специалисчĕ çеç мар, маттур йĕркелÿçĕ те, пуçаруçă та пулмалла.

В.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика