25 февраля 2011 г.
![Ачасен шкулти уявĕ Ачасен шкулти уявĕ](../Home/588//2011/02/5 015.jpg)
"Юрăсăр мĕнле пурăнайăн: пурнăç çук, савăнăç çук", – тенĕ ваттисем. Нарăсăн 18-мĕшĕнче Çеçпĕл шкулĕнче пысăк уяв – "Караоке ăсти" фестиваль-конкурс иртрĕ. Юрра-кĕвве юратакансем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, курма килнисем вĕсене пăхса савăнчĕç.
"Караоке ăсти" конкурс ирттересси пирĕн шкулта ырă йăла пулса тăчĕ. Ăна ачасем кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Конкурс вĕсене хăйсен пултарулăхне кăтартма çеç мар, вăйĕсене тĕрĕслеме пулăшать, тăрăшса вĕренме хавхалантарать. "Караоке ăсти" проекта пуçарса яраканĕ Юрий Алексеевич Кириллов. Шкулта нумай çул музыка учителĕ пулса ĕçлекенскер, çĕр-çĕр ачана юрра-кĕвве туйма, юратма вĕрентрĕ. Унăн вĕренекенĕсем хушшинче хăйсен пурнăçне музыкăпа, ташăпа çыхăнтарнисем те сахал мар.
Конкурса 1-11-мĕш класс ачисем хутшăнчĕç. Кашниех тăрăшса юрларĕ. Ачасен питĕнчи йăлтăр кулă, вĕсен шăпчăкăнни пек уçă сасси, илемлĕ тумтирĕ куракансене тыткăнларĕ. Сцена çине тухсан хумханни те çухалчĕ. Ачасене уява хатĕрленме çак шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарти педагогика колледжĕн музыка уйрăмĕнче професси илекен Денис Пугач студент практикант нумай пулăшрĕ.
Мероприяти вĕçĕнче конкурса хутшăннисене саламласа Ю.Кириллов вĕрентекен "Падал снег" юрра юрларĕ, çакăн евĕр фестиваль малашне ачасен кăна мар, Çеçпĕл ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсен уявĕ пуласса шаннине каларĕ. Кашни çыннăн, хăйĕн çулĕсене пăхмасăр, пултарулăхне кăтартма ирĕк пур.
Конкурса хутшăнакансен ĕçне сумлă жюри хакларĕ. Çак ачасене: Евгений Егорова (1-мĕш класс), Софья Ивановăна (3-мĕш класс), Алина Захаровăна (4-мĕш класс), Кристина Сорокинăна (6-мĕш класс), Анна Ивановăпа Софья Андреевăна (7-мĕш класс), "Неразлучные друзья" ансамбле (8-мĕш класс) палăртса хăварчĕ. "Караоке ăсти" конкурс кашни çулах иртессе шанатпăр. Унта хутшăнас кăмăллисене хастар та маттур пулма сунатпăр.
Ольга СЕРГЕЕВА, ЧППУ студентки.