25 февраля 2011 г.
Вулакансем çĕр пайĕсем çинчен çĕклекен ыйтусене Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина хуравлать.
"Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшне хăвăртлатассипе çыхăннă пайĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунра пай çĕрне харпăрлăха илмелли право вăйне пĕтермелли йĕрке пур-и;
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пĕрлехи харпăрлăх шутланакан лаптăкра çĕр илме списока кĕртнĕ çыннăн ăна уйăрттарса кăларас пирки виçев йĕркелемесĕрех пай харпăрлăхçин (собственник) прависĕр юлма ирĕк пур. Унпа усă курасси пирки Чăваш Республикин патшалăх реестрĕн управленине заявлени памалла. Ыйтăва вăл тивĕçтерет. Пай харпăрлăхçин прави хăйĕн вăйне ăна патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларнă кун çухатать. Кунпа пĕрлех пай харпăрлăхçин прависĕр юлнă çын лаптăкĕ тĕлĕшпе ял тăрăхĕн хăй харпăрлăхçă пулса тăнине çирĕплетекен прави вăя кĕрет.
Мĕнле пай ыйтман çĕр шутланать?
Саккуна çĕнĕ ăнлав хушнă. Унта сăмах – "ыйтман пай çĕрĕсем" пирки. Ÿлĕм çакăн пек чухне пая ыйтман çĕр йышне кĕртме пултараççĕ: пай харпăрлăхçин правине илнĕ çын ăна 3 çул е унтан та ытларах арендăна памасан, унпа усă курас ыйтăва урăхла татса памасан, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре приватизацилесси çинчен йышăннă документсене пай харпăрлăхçи кам пулнине çырса хумасан, вăл вилсен, унăн еткерçисем çук пулсан, ачисем, тăванĕсем çĕре кама парассине палăртмасăр еткерлĕхе йышăнмасан е вĕсенчен пĕри те сăлтавне уçса памасăр еткерлĕхе илмесен.
Ыйтман çĕр йышне кĕртме пултаракан пай харпăрлăхçин списокне (ун пеккисем пулсан) кам тăвать;
Уйрăм çын харпăрлăхĕ шутланакан пай вырнаçнă ял тăрăхĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕ. Ыйтман пайсен списокне вăл хаçатра пичетлеттерет. Унта муниципалитет районĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕ пайсем пирки йышăннă правăн норматив акчĕсем те кун çути кураççĕ. Çав списока вăл хăйĕн официаллă сайтĕнче çĕрĕн пĕрлехи харпăрлăхçисен пухăвĕ иртиччен 3 уйăхран кая юлмасăр вырнаçтарать. Ăна муниципалитет пĕрлешĕвĕн территорийĕнчи информаци хăмисем çине те çакаççĕ. Ял тăрăхĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕ списока пĕрлехи харпăрлăх шутланакан лаптăк хуçисен пухăвĕнче çирĕплетме ыйтать. Хăйĕн пайне унта кĕртсе тĕрĕс туман тесе шухăшлакан çыннăн вырăнти хăй тытăмлăх органне хирĕçлев çитерме тата ун çинчен пухура пĕлтерме право пур. Çакă унăн пайне е пайсене списокран кăлармалли никĕс пулса тăрать.
Пĕрлехи харпăрлăх шутланакан лаптăк хуçи е хуçисем пая е пайсене уйăрттарса кăларма пултараççĕ-и?
Пултараççĕ. Çĕр çаврăнăшĕ çинчен калакан саккунра пая е пайсене уйăрттарса кăлармалли 2 меслет пăхнă.
Пĕрремĕшĕ. Пĕрлехи харпăлăх шутланакан лаптăк хуçисен пухăвĕн йышăнăвĕпе çĕр виçмелли проекта, пай харпăрлăхçисен йышне тата кашни пай сарлакăш-тăршшĕне пухура çирĕплетсен кăна ăна е вĕсене уйăрттарса кăларма май пур. Кун пек чухне уйăрнисен чиккине тата вĕсем мĕн чухлĕ вырăн йышăннине малалла килĕштерме кирлĕ мар.
Иккĕмĕшĕ. Пĕрлехи харпăрлăх шутланакан лаптăк хуçисен пухăвĕ йышăну кăларман чухне пай харпăрлăхçи çĕре уйăрттарса кăларма кадастр инженерĕпе килĕшÿ тăвать. Специалист пая уйăрса кăларма çĕр виçмелли проект хатĕрлет. Унта лаптăк е лаптăксен сарлакăш-тăршшĕне, вăл е вĕсем ăçта вырнаçнине, сарлакăш-тăршшĕне пай е пайсем тĕлĕшпе вăл е ку çыннăн харпăрлăхçă прави пуррине çирĕплетекен документсенчен илсе палăртать. Проекта пĕрлехи харпăрлăх шутланакан лаптăк хуçисен пухăвĕ çирĕплетет. Кадастр инженерĕ унта пайсен чиккине тата сарлакăш-тăршшĕне пĕрлехи харпăрлăх хуçисемпе пуринпе те килĕштермеллине пĕлтерет. Пухăва хутшăнманнисене проектпа е почта урлă çитерсе, е хаçатра пичетлесе кăларса паллаштарать. Пĕрлехи харпăрлăх шутланакан ытти лаптăк харпăрлăхçисене документпа килĕштерме çыру янăранпа е массăллă информаци хатĕрĕнче ăна кун çути кăтартнăранпа 30 талăк иртсен уйăрттарма палăртнă пай сарлакăш-тăршшĕ тата вăл ăçта вырнаçни пирки хирĕçлев илмесен проект килĕштернĕ шутланать. Инженер пĕрлехи харпăрлăхçăсем ăна хирĕçлесе, унпа килĕшмесĕр заявлени тăратманни пирки пĕтĕмлетÿ çырать. Хирĕçлев пулсан федерацин "Çĕрĕн кадастр палати" патшалăх учрежденийĕн çĕр лаптăкĕ вырнаçнă районти уйрăмне çитермелле.